Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хаваслă тӗлпулусем кăмăла çӗклеççӗ

Ӗнер Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче чăваш концерчӗ пулчӗ. Зала пуçтарăннă хӗрарăмсене иртсе кайнă уявпа чăваш халăх артисчӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Вячеслав Васильевич Христофоров хăй саламларӗ.

Çак çăмăл мар вăхăтра чунра лăпкă мар, çынна кăтартма тăрăшмастпăр пулсан та, пуçа тӗрлӗрен шухăшсем кӗреççӗ: мӗн пулать малашне, ачасене мӗн кӗтет? Телевизорта ялан пӗр япала пулни те канăçсăрлантарать, йывăр шухăшсене кăштах та пулин сирес килет. Ман шутпа кăштах канса илме ку пирӗншӗн чух кăна пулать. Çапла вӗт? Ялан хурланни кăна мар, кăштах савăнни те кирлӗ пурнăçра.

Христофоровпа пӗрле сцена çине ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗсем Марта Зайцевăпа Алина Михайлова тата çамрăк юрăçсем – Сергей Петровпа Игорь Иванов тухса куракансене çӗнӗ юрăсемпе савăнтарчӗç. 
Пухăннă халăх ятӗнчен Шупашкар артисчӗсене ТР ЧНКА çумӗнчи Аслисен канашӗн пайташӗ Анатолий Самаренкин тав турӗ. Вăл Вячеслав Христофоровăн чапӗ чăвашсен хушшинче Андриян Николаев космонавтăнни пекех терӗ. 
Пӗр сывлампа иртсе кайнă концерт программи виçӗ пайран тăчӗ. Артистсем шӳтлеççӗ те, шухăшлаттараççӗ те, савăнтараççӗ те. Хăш-пӗр хӗрарăмсем тăрса ташламасăр та чăтаймарӗç. Юлашкинчен залра ларакан халăх юрăçсене тăрса алă çупса тав турӗ. Çак кăмăла çӗклекен тӗлпулуран никам та парнесӗр каймарӗ. Ăна йӗркелекенсем хӗрарăмсене Хусанти Вишневский урамӗнчи «Хеавен» илем салонӗн флаерӗсене парнелерӗç, арçынсене – ку вырсарникун «Рубин» футбол командин вăййине курмалли билетсем. 
Тепӗр мероприяти хăçан пулнипе кăсăкланакансене те хурав пачӗç – апрелӗн 9-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртне К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ çӗнӗ спектакльпе килет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев