Хусан тӳпинчи кăмпа евӗрлӗ пӗлӗт: ăçтан?
Ӗнер каçпа Хусанта пурăнакансем тӳпере тӗлӗнмелле пӗлӗте асăрхарӗç – тем пысăкăш кăмпа евӗрлӗскере. Нумайăшӗ «ядерлă кăмпа» тесе те ят пачӗ ăна. Ăçтан пулса кайнă-ха çавăн йышши пӗлӗт, хальччен пулманскер? Çак ыйтăва уçăмлатма «Татар-информ» информаци агентстви Хусанти федераллă университетăн метеорологи, климатологи тата атмосфера экологийӗн кафедрин доценчӗ Тимур Аухадеева ыйтнă.
«Ӗнерхи пӗлӗт чăн та тӗлӗнмеллескер, анчах та вăл взрыва е пушара пула пулса кайнă тени тӗрӗс мар. Вырăсла кунашкал пӗлӗтсене «пирокучевые облака» теççӗ», – ăнлантарнă доцент.
Купаланчăк пӗлӗтсем – çумăр пӗлӗчӗсен пӗр тӗсӗ. Вӗсем ăшă тухса тăракан вырăнта (тӗслӗхрен, вăрмансем çуннă чух, вулкан пӗрхӗннӗ чух) пулса каяççӗ. Çавăн пекех кăмпа евӗрлӗ пӗлӗтсем водохранилище, кӳлӗсем тата шыв пăслантаракан ытти шыв-шур таврашӗнче те пулма пултараççӗ иккен. Çилсӗр çанталăкра пăсланакан нӳрӗк стратосфера таранах çитме пултарать-мӗн. Çак кунсенче тăракан çанталăк шăп çакăн пек условисем туса панă та.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ»ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев