Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНСЕН КУЛЬТУРИ ПЫСĂК

М.Джалиль ячӗллӗ театрта ноябрӗн 13-мӗшӗнче регионти гала-концерт иртнӗ


М.Джалиль ячӗллӗ театрта ноябрӗн 13-мӗшӗнче регионти гала-концерт иртнӗ
 
Пӗтӗм Раççейри халăх тата сцена искусствин фестивалӗн регионсен шайӗнчи тапхăрӗ Хусанта икӗ кун пычӗ. «Танцуй и пой, моя Россия» фестиваль пирки пырать сăмах. Кăçал вăл улттăмӗш хут иртрӗ. Унта хутшăнакан регионсен шучӗ çулран çул ӳсни фестивалӗн ячӗ, сумӗ ӳссе пыни çинчен калать.  
Тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире пулнă спикерсем те çирӗплетрӗç çакна.  
Журналистсемпе тӗлпулăва ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, «Танцуй и пой, моя Россия» фестивалӗн ертӳçи,  генеральнăй продюсерӗ, РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, «Душа танца» премин лауреачӗ Айдар Шайдуллин, Марий Эл Республикин культура министрӗ Константин Иванов тата М.Пятницкий ячӗллӗ вырăс патшалăх хорӗн солистки пулчӗç. 
2022 çулта фестивале икӗ регион хутшăннă пулсан, кăçал вӗсен шучӗ пиллӗке çитнӗ. Регионсен шайӗнчи тапхăрсем Йошкар-Олара, Сыктывкарта, Воронежра, Хусанта иртрӗç ӗнтӗ. Ноябрӗн 24-25-мӗшсенче Чечня Республикинчи Грозный хулинче вӗçленӗ вăл. 
Фестивале йӗркелеме Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев парать. Вăл «Глобэкс Промоушен» компани, Марий Эл, Коми, Тутарстан, Чечня Республикисен, Воронеж облаçӗн Культура министерствисем йӗркеленипе кун çути курнă. 
Паллах, фестивалӗн тӗллевӗ – сцена ăстисен пултарулăхне кăтартасси. Тунмасăр каласан, çакăн пек ытти мероприятисен пӗлтерӗшӗ пӗрешкел. Анчах «Ташла, юрла, Раççейӗм» фестивале йӗркелекенсен тӗллевӗ тата анлăрах пулни куçкӗрет. Чи малтанах – фестивале хутшăннăшăн укçа тӳлемелле мар. Иккӗмӗш – заявкăсене уйăх çурă маларах ярса памалла. Йӗркелӳ комиссийӗ сцена номерне пăхса хакласа пултаруллисене регионта иртекен суйлав концертне чӗнет – Хусанта вăл ноябрӗн 12-мӗшӗнче «Чулпан» Культура центрӗнче иртрӗ. Виççӗмӗш – профессиллӗ артистсем, ятлă-сумлă коллективсемпе пӗрлех хăй тӗллӗн вӗреннисем, илемлӗ пултарулăх ансамблӗсем те хутшăнаççӗ. Спикерсен шучӗпе, çак илемлӗ пултарулăх артисчӗсен ăсталăхне, сцена çинчи культурине ӳстерме пулăшать. Кунсăр пуçне фестиваль вӗренӳ программине анлă йӗркеленӗ. Паллă педагогсем, коллективсен ертӳçисем фестивале хутшăнакансемпе, ертӳçисемпе тӗл пулнă. Вӗсем лекци-семинарсем, халăх-сцена ташшипе, джаз-модерн, вокал енӗпе мастер-классем ирттернӗ, çавра сӗтелсем пуçтарнă. 
Пресс-конференци фестивалӗн Хусанти тапхăрӗн пӗрремӗш кунӗ хыççăн пулчӗ. Çавăнпа спикерсен хусансен пултарулăхӗ çинчен журналистсене каласа пама май пулчӗ. Пысăка хурса хакларӗç  хутшăнакан коллективсене: юрă-ташă суйласа илессипе те, сцена çинче хăйсене тыткалассипе те, тумсене те программипе пӗр килмелле тăрăшса хатӗрлени куçкӗрет. 
М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи опера тата балет театрӗнче ноябрӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ регионти гала-концерт. Унта Хусанти хореографи училищи, М.Е.Пятницкий ячӗллӗ вырăс патшалăх хорӗ çумӗнчи «Фолкдети» ачасен вокалпа хореографи студийӗ, Р.Нуриев ячӗллӗ Пушкăрт хореографи колледжӗ,  Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ансамбль (Шупашкар), ТР Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ çумӗнчи вокалпа хореографи студийӗ, «Кострома» Вырăс наци балечӗ çумӗнчи «Кӗпӗрне балет шкулӗ» хореографи колледжӗ хутшăннă. 
«Ташла, юрла, Раççейӗм» Пӗтӗм Раççейри халăх тата сцена искусствин фестивалӗн пысăк гала-концерчӗ декабрӗн 8-мӗшӗнче Мускав Кремлӗнче пулать.
 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль