Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусансене вăхăтра ӗçе килме мӗн кансӗрлет?

Тутарстанăн шӗкӗр хулинче пурăнакан 10 çынран 7-шӗ нихăçан та ӗçе кая юлса килмест. Çакăн çинчен Суперджоб сервисăн пресс-служби пӗлтернӗ.

Ыйтса пӗлнӗ хусансенчен 72 проценчӗ ӗçе нихăçан та кая юлса килменни пирки пӗлтернӗ. Çынсенчен 28 проценчӗ вăхăтран вăхăта ӗçе кая юлса килет: 4% - эрнере темиçе хут, 6% - уйăхра темиçе хут. Ыйтса пӗлнӗ çынсенчен 18% çулталăкне темиçе хут кăна ӗçе кая юлса килеççӗ. 
Ытларах чухне кая юлса килес вăхăт 15 минутран ытларах мар. Тӗпчевçӗсем кая юлса килекенсем миçере пулнине те тӗпчесе пӗлнӗ. Пуринчен те нумайрах 34 тултарман ӗçлекенсем ӗçе вăхăтлă килсе ӗлкӗреймеççӗ. Камăн шалăвӗ пысăкрах, вӗсем сахалтарах кая юлма тăрăшаççӗ. 
Ӗçе кая юлса килтерекен сăлтавсен шутне хула çыннисем общество транспорчӗ начар ӗçленине, çул çинчи пăкăсене (пробка), тата тутлă ыйха кӗртнӗ.  
Кашни çирӗммӗш ӗçлекене ӗç вырăнне вăхăтлă килме çемьери яваплăх тата йӗркеленсе çитейменни кансӗрлет. Хăш-пӗр çынсем хăйсен кая юлса килнинче наянлăха айăплаççӗ. Ыйтса пӗлнисенчен 1 проценчӗ кая юлса килнин сăлтавӗн шутне ӗçе çӳрес килменнине кӗртнӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев