Проект çӗршыв киновӗн çӗр çулхи историйӗпе паллаштарӗ.
Октябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Наци музейӗнче Патшалăх кино тӗп музейӗн «Кинопленка çулӗпе» куравӗ уçăлать. Унта Патшалăх кино тӗп музейӗ тата ТР Наци музейӗ тăратнă 400-е яхăн экспоната курма май пулать. Экспозицие историлле пулăмсем кино чӗлхи çине мӗнле витӗм кӳнине халалланă.
Куракансем XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи «Патэ-камера» кино ӳкермелли аппарата, НЭП вăхăтӗнчи хӗрарăмсен кӗписене, «Герой нашего времени» (1965), «Москва слезам не верит» (1979), «Орда» (2012) тата «Трудно быть богом» (2013) фильмсенчи костюмсене курма пултараççӗ. Совет саманинчи пӗрремӗш «Оскар» та, «Ирония судьбы, или с лёгким паром!» (1975) фильм декорацийӗсем те куракансемшӗн интереслӗ пулӗç.
.jpg)
ТР Наци музейӗн фончӗсенчен курава тăратнă экспонатсем те кăсăк: Францире тунă XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи «Таксифот» стереоскоп проекторӗ, 1910 çулхи «Патэ-КОК» кинопроектор, «Советская Татария», «Ленин в Казани», «Товарищ Камай» кинофильмсен фрагменчӗсем, «Ылтăн минбар» кинофестивалӗн материалӗсем…

Проект «Çемье» наци проекчӗн шайӗнче пурнăçланать. Курав ТР Наци музейӗн Графит залӗнче 2026 çулхи декабрӗн 16-мӗшӗччен ӗçлӗ. Куравра çавăн пекех лекцисем итлеме, кино курма, мастер-классене хутшăнма май пур.
Фото: Татмедиа.
Нет комментариев