Хусанта паян БРИКС саммичӗ пуçланать
Виçӗ куна тăсăлакан БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен саммичӗ паян Тутарстанăн тӗп хуллинче ӗçлеме пуçлать. Мероприяти Хусана ют çӗршывсенчен килсе çитнӗ делегацисен ертӳçисен тӗлпулăвӗнчен тытăнать.
Кăçалхи саммита 2023 çулта йышăннă тата пилӗк çӗршыв хутшăнать. Раççей, Бразили, Инди, ЮАР, Египет, Иран, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсем, Сауд Аравийӗпе Эфиопи тата ытти çӗршывсен представителӗсем Хусана килсе çитнӗ. Пурӗ 36 çӗршывран хутшăнакан делегацисемсӗр пуçне, халăхсен хушшинчи 6 организаци представителӗсем те пулаççӗ. Çавсен хушшинче ООН генеральнăй директорӗ Антониу Гутерриш.
Саммит вăхăтӗнче Раççей Президенчӗн Владимир Путин 15 яхăн ӗçлӗ тӗлпулу ирттерме палăртнă.
Кăçал Хусанта иртекен саммит шучӗпе 16-мӗш пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев