Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Тутарстан Республикин демографи потенциалӗпе çыхăннă регионсем хушшинчи конгресс иртет

Мӗнлерех витӗм кӳреççӗ тӗрлӗ чир-чӗрсем демографи аталанăвне? Йывăр та хăрушă чирсемпе кӗрешессипе мӗнле çӗнӗлӗхсем, наука тӗпчевӗсем пур? Çак тата ытти ыйтусене сӳтсе явӗç шучӗпе пӗрремӗш конгресра.

Хусанта ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Хусан хулипе Тутарстан Республикин демографи потенциалӗ» регионсем хушшинчи конгресс пулать. Ку вăл «Раççейӗн демографи потенциалӗ»  Пӗтӗм Раççей конгресӗ анлă проектăн пӗрремӗш мероприятийӗ. 2025-2026 çулсенче конгресс Раççейӗн 10 ытла пысӑк хулинче иртӗ. Кун пирки ТР Сывлӑх Сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Конгреса хутшӑнакансем темӑн социаллӑ-демографи тата медицина енӗсене сӳтсе явӗç. Доклад тӑвакансем çын сывлӑхне çирӗплетмелли тата пурнӑç тӑршшӗне ӳстермелли корпоратив шайӗнчи тата территорири чи лайăх практикӑсем çинчен каласа парӗç.

Конгресӑн медицина программи кардиоэндокринологи тата неврологи чирӗсен, çав шутра ача-пӑчасен те,  наукăпа практика аталанӑвӗсемпе çыхăннă.

Конгреса хутшӑнакансем сиплеври çӗнӗ клиника алгоритмӗсене сӳтсе явӗç.

Тухтăрсем анлă неонатальлӗ скринингран (сăмах тин çуралнă ачасене пур енлӗ медицина тӗпчевне тăвасси çинчен. Унăн тӗллевӗ – ăру тата йывăр чирсене тупса палăртасси. Вӗсем симптомсăр аталанса пырса кайран йывăр чире яма пултараççӗ) пуçласа нерв системин  полиген патологине тӗпчессинче ген детерминанчӗн меслечӗпе усă курасси, сахӑр диабетне сиплессин тӗрлӗ енӗсене пăхса тухасси таран сӳтсе явӗç.

Конгреса хутшӑнакансене хӑйсен тӗпчев кӑтартӑвӗсемпе Санкт-Петербург, Екатеринбург, Хусан, Мускав тата Хабаровск ӑсчахӗсем паллаштарӗç: наука представителӗсем, психологсем, демографсем, Раççей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем Тата Тутарстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем.

Конгреса 400 ытла тухтӑр хутшӑнӗ. Хутшӑну формачӗ гибридлӑ: куçа-куçӑн тата онлайн. Хутшзăнас тесен çак ссылкăсемпе регистраци иртмелле https://edu.moir.pro/event?id=2390 

https://edu.moir.pro/event?id=2389 

Проект пуçаруçисем – Раççей хулисен союзӗ. Эксклюзивлă техника йӗркелӳçи – «Медицинское образование и развитие» компани (МОИР), Мускав хули.  https://t.me/GlavVrach_online 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: медицина