XXII «Ылтăн минбар» пуçланиччен шутлă кунсем юлчӗç
Çӗнӗ хыпарсем

XXII «Ылтăн минбар» пуçланиччен шутлă кунсем юлчӗç

Сентябрӗн 4 – 8-мӗшӗсенче Г.Камал ячӗллӗ теарта Хусан Халăхсен хушшинчи кинофестиваль уçăлать

Спикеры «Золотой минбар» 18.08.2026

Çакăн çинчен паян «Татар-информ» информаци агентствинче каласа пачӗç. Республикăри кинематографсем, вӗсене пулăшакан чиновниксен журналистсене каласа памалли нумай пухăннă. Çавăн пекех уйăх каялла иртнӗ пресс-конференцирен паянччен йӗркелӳ ӗçӗнче улшăнусем те курăнаççӗ. Малтан шутланă пекех кино юратакансене виçӗ площадка кӗтсе тăрать: «Татаркино» агентствăн «Мир» кинотеатрӗ, «Корстон» кану центрӗн кинотеатрӗ тата Хусан Кремлӗчи Йышăну вырăнӗсенче. Маларах асăннă «Родина» кинотеатрта «Ылтăн минбар» фильмӗсене пăхма пулмӗ.

Конкурспа иртекен картинăсене тӳлевсӗрех пăхма май пур, анчах кураканăн фестиаль сайтӗнче регистрци иртмелле, ӗлкӗреймесен киносăрах юлăн. Мӗншӗн тесен «Корстон» кинотеатрӗн залӗсем çав тери пӗчӗк, 49 çынран ытла шăнăçаймӗ. Пурне те шăнăçтарасси иккӗленӳллӗ. хăш-пӗр фильмсене, Александр Зацепин композиторăн 100 çулхи юбилейне халалланă концерта, творчествăлла тӗлпулусене билет туянса кӗме тӳр килет.

М.Айтуганова, исп. директор фестиваляФестиваль уçнă çӗрте  ытти чухнехи пекех çăлтăрсем хӗрлӗ кавирпе утса иртӗç, режиссерсемпе кино ӳкернӗ çӗре хутшăнакан ытти специалистсем: «Ылтăн минбарăн» яланхи (кăçалхипе 11-мӗш хут) ӗç тăвакан директорӗ Милеуша Айтуганова пӗчӗк вăрттăнлăх уçрӗ. Кăçал Раççей çăлтăрӗсенчен пӗри Екатерина Шпица пулать  «Ылтăн минбар» уçнă çӗрте. Çавăн пекех Алексей Учитель те кавирпе утса иртӗ. Унăн «Космос как предчувствие» фильмне кăтартӗç фестиваль вăхăтӗнче, хăйӗнпе «Мир» кинотеатрта тӗлпулу йӗркелӗç.

Раççей киематографинчи тепӗр паллă актер, каскадер, продюсер – Роман Курцын. «Малыш каратист» фильмăн сценарисчӗ те, продюсерӗ те вăл. Тӗп рольсенчен пӗрне выляканни те Курцынах. Вăл фестивале хăйӗн çӗнӗ картинипе килет. Сентябрӗн 3-мӗшӗнче Йышăну вырăнӗсенче çемьепе, ачасемпе тӳлевсӗрех пăхма пулӗ картинăна.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


#Золотой минбар 2026

Нет комментариев