ЯЛ ХУТЛĂХӖСЕН ПУÇЛĂХӖСЕМПЕ ТӖЛ ПУЛТĂМĂР
Нурлатсем пирӗн вулакансен шутӗнче йышлăн пуласса çав тери шанас килет
Кăçалхи Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ лайăх кăтартупа вӗçленессе шанас килет. Кунран кун, çулран çул эпир хаçат урлă тăван чӗлхен пӗлтерӗшне, унпа усă курассине тата вӗренессине халăхра сарма тăрăшатпăр.
«Сувар» хаçатăн пӗлтерӗшӗ тахçанах ӗнтӗ информаци хатӗрӗн шайӗнчен тухрӗ, редакци хăйне евӗр социаллă институт пулса тăчӗ. Унăн обществăлла шухăшлава вăл е ку енне пăрма е йӗркелеме пултаракан хăват та, вăй та пур. Акă мӗншӗн «Сувар» кашни киле çитмелле. Çак çулсем хушшинче вăл Тутарстанри чăвашсене пӗр чăмăра пуçтарма тăрăшрӗ. Питӗ шел, çакна ăнланманнисем те пур халӗ.
Çак шухăша çитерме тăрăшрăмăр та эпир Нурлатри анлă тӗлпулура. Унта эпир ноябрӗн 30-мӗшӗнче пултăмăр.
Администраци çуртӗнче Нурлат районӗнчи ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулса калаçрăмăр. Çырăнтару ӗçне вăйлатма ыйтрăмăр. Мероприятие йӗркелекенсем райканаш аппарачӗн ертӳçи Дина Хуззятова, район пуçлăхӗн çумӗ Владимир Кашкаров пулчӗç. Пысăк тав вӗсене.
Владимир Кашкаров «Сувар» хаçатăн тиражне ӳстермелли, вăл кашни килте пулмалли çинчен каларӗ. Ял хутлăхӗсенчи çырăнтару ӗçне харпăр контроле илнине пӗлтерчӗ.
ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев хаçат чăвашсене пӗрлештерсе тăракан хатӗр пулнине палăртса хăварчӗ. Çанталăка пăхмасăрах тӗлпулăва килнӗшӗн тав турӗ. Ун чух кунӗ çумăрлăччӗ, çилӗ те вăйлăччӗ.
Нурлат районӗ чăвашсем йышлă пурăнакан тăрăх. Вӗсем малашне те пирӗн вулакансен шутӗнче йышлăн пуласса çав тери шанас килет.
Ирина ТРИФОНОВА,
тӗп редактор.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев