Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛСЕНЧЕ ÇӖРӖ ЯРАÇÇӖ

Январӗн 13-мӗшӗнче, Элмет районӗнчи Клемтел Культура çуртӗнче çуллен çӗрӗ яраççӗ: аслисем ирех хуплу пӗçереççӗ пулсан, хӗрсем çăла шыва каяççӗ. Ваттисем юрă юрланă май, çӗрӗсене пӗрерӗн туртса кăлараççӗ. Юррăн кашни куплечӗ пӗлтерӗшлӗ: кам мăшăрланассине, камăн ӗмӗрӗ вăрăм пулассине, камăн асăрхануллăрах пулмаллине систереççӗ вӗсем.

Элмет районӗнчи клемтелсем çитес çула мӗн пулассине пӗлес шутпа Кивӗлле Çӗнӗ çул каç, январӗн 13-мӗшӗнче, ялти Культура çуртӗнче çӗрӗ яраççӗ: аслисем ирех хуплу пӗçереççӗ пулсан, хӗрсем çăла шыва каяççӗ. Пурте пухăнсан витрери шыва çӗрӗ пăрахаççӗ. Ваттисем юрă юрланă май, пӗри çӗрре туртса кăларать. Юррăн кашни куплечӗ пӗлтерӗшлӗ: кам мăшăрланать, кам пысăк япала туянать, камăн ӗмӗрӗ вăрăм пулать, камăн асăрхануллăрах пулмалла...

Тӗпрен илсен, йăлана ваттисем ирттереççӗ,  çаплах çамрăксене те явăçтарма тăрăшаççӗ. Çапла майпа çамрăксене ӗлӗкхи йăлана, юрă сăмахӗсене вӗрентсе хăварасшăн. Кăçал ваттисемпе пӗрле ялти çамрăк каччăсемпе хӗрсем те, Пакрашран килнӗ хăнасем те хутшăнчӗç. Мероприятин чи савăнăçлă хăнисем вара нартăвансем пулчӗç. Çитес çул тухăç ăнса пултăр тесе вӗсене клемтелсем тутлă кукăль-пӳремечсемпе хăналарӗç. Паллах, мӗнле-хе кун пек чух чăвашла такмак каласа ташламасăр? Çӗрӗ ярас йăла халăх йăлисемпе кăсăкланакансене пуçтарать. Вӗсене Культура çурчӗн директорӗ Е.Туктамышева, илемлӗх ертӳçи В.Исакова пурне те чӗререн тав тăваççӗ (Е.Туктамышева сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: обряд