Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă вăйсене илӗртес тесен чи лайăх тум тăхăнмалла паян

Утă уйăхӗн 6-мӗшӗ – Аграфена. Иван Купала умӗнхи кун пухнă курăксем питӗ сиплӗ. Çак кун акнă çарăк чиперех ӳссе çитӗнет.

Утă уйăхӗн 7-мӗшӗ – Иван Купала. Ир çинчен вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – хăяр ăнса пулать. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай пулсан – кăмпа татма ытларах карçинкка хатӗрле. Начарри çинчен шутлама, кулянма юрамасть.

Утă уйăхӗн 8-мӗшӗ — Петр тата Феврония. Ку кун шăрăх-тăк — тата 40 кун шăрăх пулать. Çак кун çемьере тăнăçлăх, килӗшӳ пултăр тесе Турра кӗлтумалла.

Утă уйăхӗн 9-мӗшӗ — Давид Солунский. Турă Амăшӗн Тихвин турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан сентябрьчченех йӗпе-сапа пулать. Шăрăх-тăк — тата çичӗ эрне уяр çанталăк хуçаланӗ. 

 Утă уйăхӗн 10-мӗшӗ — Самсон. Çак кун çумăр çусан кӗркуннехи «карчăк ăшшичченех» çăвать теççӗ. Çурçӗр енчен кăтра пӗлӗтсем шусан — типӗ çанталăка, хӗвеланăç енчен — йӗпе-сапана. 

 Утă уйăхӗн 11-мӗшӗ — Питрав умӗнхи кун. Куккук çак кун тӗлне авăтма пăрахать-тӗк хӗл ир килет, нумай юрлă пулать. Йывăç çинчен çулçă ӳкме пуçлать. 

Утă уйăхӗн 12-мӗшӗ — Питрав. Питрав хыççăн та куккук авăтать пулсан çулла вăрăма тăсăлать, хӗл час лармасть. Кун тăршшӗпе çанталăк темиçе те улшăнсан тухăç ăнса пулать. Çак кун çумăр çусан Çӗнӗ çул каç тăман тустарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы