Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ӗнер Раççейре тепӗр Артем Дзюба çуралнă

Урал тăрăхӗнче пурăнакан Дзюбасем ӗнер çуралнă пӗчӗк ывăлне нимӗнле Мирослав та мар, Артем ят пама шутланă.

Ӗнер Мускавра Раççейпе Испани сборнăйӗсен матчӗ çӗнтерӳпе вӗçленни Раççей халăхне калама çук пысăк савăнăç кӳчӗ. Чăваш юнӗллӗ Артем Дзюба чăнах та маттур, шăпах вăл кӗртнӗ гол çӗнтерӳ шанăçӗ парнелерӗ те пире. Ӗнерхи вăйă Урал тăрăхӗнче пурăнакан Олег Дзюба çемйишӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине асăнать «Комсомольская правда-Екатеринбург» хаçат. Çак кун вӗсен çемйинче легендарлă футболистăн тезки Артем Дзюба çуралнă иккен! «Мăшăрпа эпир ача ятне темӗнччен суйларăмăр. Енчен те ывăл çуралсан – эпӗ, хӗр-тӗк вăл ят хурать тесе маларах калаçса татăлнăччӗ арăмпа. Малтан эпӗ ывăла Мирослав ят хурас шухăшлăччӗ, анчах та пирӗн сборнăй мӗнле вылянине курсан иккӗленӳ юлмарӗ, ывăл Артем Дзюба пулать терӗм. Эпӗ яланах ку футболистшăн пулнă, унăн вăййине сăнанă. Сăмах май, эпир ывăл 22-мӗшӗнче çуралать пуль тенӗччӗ, Артем Дзюба шăпах çак номерпе вылять вӗт, анчах ывăлăмăр каярах юлса, шăпах Раççейпе Испани вылянă кун, июлӗн 1-мӗшӗнче, çуралчӗ. Тӳрех ăнлантăмăр, пирӗн хамăрăн сборнăя тата легендарлă нападающие тӗрев памалла!» – тет çамрăк атте çемьери савăнăç пирки.

Вăйă пынă вăхăтра унăн телефонӗ пӗрре те шăнкăртатма чарăнман-мӗн. Ывăл çуралнă ятпа саламланă май юлташӗсем Дзюба гол тапса кӗртнине те хавхаланса пӗлтернӗ. Ун чух вара Урал тăрăхӗнче пурăнакан Дзюбасем пӗчӗк ывăлне нимӗнле Мирослав та мар, Артем ят пама шутланă. Сăмах май, çамрăк анне упăшкин йышăнăвне ырланă кăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу