Паян – çăва кӗнӗренпе чи шăрăх кун
Хусан (Казань)

Паян – çăва кӗнӗренпе чи шăрăх кун

Кăнтăрла республикăра 31-36 градус, Хусанта 32-35 градус шăрăх.

ТР Гидрометцентрӗн прогнозӗ тăрăх, паян, июлӗн 2-мӗшӗнче, çăва кӗнӗренпе чи шăрăх кун пулать. Кăнтăрла республикăра сывлăш температури 31-36 градус, Хусанта 32-35 градус таранах çитет. Кăнтăрла тата каç енне республикăн хӗвеланăç районӗсенче аслати авăтать, çумăр, вырăн-вырăнпа пăр çăвать.


Погода

Нет комментариев