Президент суйлава хастар хутшăнма чӗнет
ТР Президенчӗ Р. Минниханов Тутарстан çыннисем валли видеочӗнӳ çыртарчӗ. Вăл унта халăха суйлава хастар хутшăнма чӗнет. «Хисеплӗ тутарстансем! Мартăн 18-мӗшӗнче эпир çӗршывăн Президентне суйлатпăр. Суйлав кампанийӗ çăмăл мар политика лару-тăрăвӗнче иртет. Вăйлă, çӗнӗрен вăй илекен Раççей тӗнчере никама та кирлӗ мар, анчах вăл Раççей халăхне кирлӗ», - тет вăл унта....
ТР Президенчӗ Р. Минниханов Тутарстан çыннисем валли видеочӗнӳ çыртарчӗ. Вăл унта халăха суйлава хастар хутшăнма чӗнет.
«Хисеплӗ тутарстансем! Мартăн 18-мӗшӗнче эпир çӗршывăн Президентне суйлатпăр. Суйлав кампанийӗ çăмăл мар политика лару-тăрăвӗнче иртет. Вăйлă, çӗнӗрен вăй илекен Раççей тӗнчере никама та кирлӗ мар, анчах вăл Раççей халăхне кирлӗ», - тет вăл унта. Рустам Нургалиевич хăйӗн сăмахӗнче суйлав туни региона ăнăçлă аталанма май панине, нумайăшӗ обществăпа политика тăнăçлăхне сыхласа хăварасшăн пулнине палăртать.
«Хисеплӗ юлташсем, суйлава активлă хутшăнма чӗнсе калатăп. Эпир тăнăçлăхшăн, çӗршыв пур енлӗн тӗрекленсе çирӗпленнишӗн. Суйлав участокӗсенче тӗл пуличчен», - пӗлтерет хăйӗн чӗнӗвӗнче. Ăна вăл суйлав кампанийӗн тӗп слоганӗпе: «Пирӗн çӗршыв, пирӗн Президент, пирӗн суйлав!» - тесе вӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев