Шупашкар çынни Хусан чиркӗвӗсене çаратнă
Темиçе кун каялла Хусанти йӗрке хуралçисем 48-ти Шупашкар çыннине тытса чарнă. Вăл Хусанти пӗр чиркӗвӗн прихожансен пулăшу укçисен ещӗкне тата храмри турăша вăрланă-мӗн. Пӗрремӗш преступление пӗлтӗр регистрациленӗ пулнă. Ун чух Большая Красная урамӗнчи чиркӳрен прихожансем паракан пулăшу укçисен ещӗкне йăкăртса тухнă. Иккӗмӗш хутӗнче, кăçал февралӗн 23-мӗшӗнче, Хусан çумӗнчи «Дербышки» поселокӗнчи...
Темиçе кун каялла Хусанти йӗрке хуралçисем 48-ти Шупашкар çыннине тытса чарнă. Вăл Хусанти пӗр чиркӗвӗн прихожансен пулăшу укçисен ещӗкне тата храмри турăша вăрланă-мӗн.
Пӗрремӗш преступление пӗлтӗр регистрациленӗ пулнă. Ун чух Большая Красная урамӗнчи чиркӳрен прихожансем паракан пулăшу укçисен ещӗкне йăкăртса тухнă. Иккӗмӗш хутӗнче, кăçал февралӗн 23-мӗшӗнче, Хусан çумӗнчи «Дербышки» поселокӗнчи чиркӳрен авалхи турăша вăрласа тухнă.
Оперативлă шырав ирттерсе полици сотрудникӗсем ăна Шупашкарта тытса чарнă. Тара илнӗ хваттерӗнче хайхи турăша тупнă та.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев