Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çутта тавăракан йăрăмлă жилетсăр машинаран çул çине ан тух

ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ Правительствăн 2017 çулхи декабрь уйăхӗн12-мӗшӗнче тухнă 1524№ Постановленийӗпе, кăçал мартăн 18-мӗшӗнчен çул-йӗр правилисенчи улшăнусем вăя кӗнине асăрхаттарать. Аса илтеретпӗр, правилăсене 2.3.4 çӗнӗ пункт хушăннă. Унпа килӗшӳллӗн, водительсен малашне талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче ял-хула тулашӗнчи çулсем çинче чарăнма тивсен, хăйсем çине çутта тавăракан йăрăмлă куртка, жилет е жилет-накидка...

ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ Правительствăн 2017 çулхи декабрь уйăхӗн12-мӗшӗнче тухнă 1524№ Постановленийӗпе, кăçал мартăн 18-мӗшӗнчен çул-йӗр правилисенчи улшăнусем вăя кӗнине асăрхаттарать.

Аса илтеретпӗр, правилăсене 2.3.4 çӗнӗ пункт хушăннă. Унпа килӗшӳллӗн, водительсен малашне талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче ял-хула тулашӗнчи çулсем çинче чарăнма тивсен, хăйсем çине çутта тавăракан йăрăмлă куртка, жилет е жилет-накидка тăхăнмасăр транспортран тухма юрамасть.

2018 çул пуçланнăранпа кăна республикăра талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче çул çинче çак хатӗре тăхăнмасăр транспортран тухнă водительсемпе пассажирсем çине кӗрсе кайнă 3 тӗслӗх пулнă, вӗсенче 5 çын шар курнă.

Европа çӗршывӗсенче çутта тавăракан йăрăмлă жилетсем кашни водителӗнех пур, ăна законпа çирӗплетнӗ. Çак опыта Раççей Федерацийӗнче те усă курни усăллă.

ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ çул-йӗр юхăмне хутшăнакансене пурне те çулсем çинче тимлӗ пулмаллине, правилăсене пăхăнмаллине асăрхаттарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев