Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

99 интервью илекен хӑй ыйтусене хуравлать

Кăкăр çине вун-вун орден-медаль çакни, кашни пули-пулми ятшăн хыпкаланни мана питӗ кулăшла пек туйăнать

Паян пирӗн редакци хăни – Альбина Юрату сăвăç. Вăл – Чăваш писателӗсен, Халăхсен хушшинчи писательсен, Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗсен пайташӗ. Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ тата нумай конкурс лауреачӗ. А.В.Юратун нумай кӗнеке тухнă. Çав шутра çамрăксемпе ачасем валли çырнисем: «Каях, сывă пул…», «Эпӗ сана юрататăп…», «Эп чи пуян хӗрарăм çӗр çинче», «Алфавит А – Я», «Туслă çемье» тата ытти те. Унăн хайлавӗ «Саламлăр аннӗре» коллективлă сборника та кӗнӗ. Альбина Васильевна Нина Абрамован «Счастье Райской птицы. Çăтмах кайăкӗн телейӗ» кӗнекине кӗнӗ калавсемпе юмахсене чăвашла куçарнă.

–Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Маншăн литература – аваллăхпа паянхине çыхăнтаракан сăмах хăвачӗпе асамлăх кӗперӗ. Çавăн пекех маншăн литература – ӗлӗкхипе хальхине нихçан сӳтӗлми тӗвӗлесе тăракан çирӗп пурçăн çип. Шăп та лăп литература куç умне çӗр çинчи этем пурнăçӗн мӗнпур илемӗпе вăрттăнлăхне, ыррипе усаллине, хурланăвӗпе савăнăçне, юратăвӗпе ыратăвне, çуттипе тӗттӗмлӗхне уççăн кăларса тăратать, этем чун-чӗринче вӗресе тăракан туйăмсене авторăн ăсталăхӗ урлă çиеле кăларса тарăннăн ăнланма пулăшать, кăмăла хăпартать, пурнăç ӳкерчӗкӗсене тӗрлӗ меслетсемпе яр уçăмлăн сăнарлать. Пӗр чăнлăх çеç, литература пулман пулсан этем кун-çулӗ еплерех аталанӗччӗ-ши? Этем паянхи хăйӗн ăс-тăнлăхӗн шайне çитейнӗ пулӗччӗ-ши?
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Паллах, ЮРАТУ. Чунра, чӗрере çуралакан таса та сăваплă куççуль тумламӗ евӗр, çутă та черченкӗ сывлăм пӗрчи пек ЮРАТУ. Юратса ывăнсан вара, чунăн çак хӗрӳ туйăмран канасси килсен, калас тенине, калама пултарнине хам хыççăн пичетре хăварас, вулакан патне илсе çитерес килни. Çӗр чăмăрӗ çинчен ним те тума пӗлмен çын пек пӗр йӗрсӗр çухаласран хăрани.
–Юратнă поэт, прозаик.
– Ача чух Никифор Мранькапа Александр Пушкин хайлавӗсене антăхса кайса вулаттăм. Халь вара Римма Казакова, Марина Цветаева, Лариса Рубальская, Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Валерий Раштав сăввисен тинӗсӗнче ишме кăмăллатăп… Хамшăн студент чух Михаил Булгакова уçрăм. Тепӗр тесен, университетра вӗреннӗ чух списокпа килӗшӳллӗн ют тата Раççей халăхӗсен хайлавӗсене çине тăрсах вуланă. «Иккӗ» паллă илес килменни, стипендисӗр тăрса юласси хăратнă. Вăхăта тата ăс-тăн аталанăвне кура тӗрлӗ авторсене килӗштернӗ, хавхалансах чуна кӗртнӗ.
– Юратнă кӗнеке.
– Вӗсем питӗ нумай. Кунта кашнине асăнса та пӗтереймӗп. Тӗнчери мӗнпур фантастăн кӗнекисене ал айне лексен юратсах тишкеретӗп. Уйрăмах мана мистика тыткăнлать. Фантастикăпа мистикăра этемлӗхӗн пуласлăхне куратăп. Паянхи кунччен вуланă хайлавсенче мӗн çырни веçех пурнăçланса пыни чăннипех те тӗлӗнтерет, тепӗр чух аптратать те. Уйрăм авторсем пуласлăха çав тери тӗрӗс, витӗр курса çутатса пама пултарни вара чылай чух анратсах ярать. Ăçтан пӗлеççӗ тата епле кураççӗ-ха çав çынсем пирӗн пуласлăха тесе шухăшсен çавра авăрне путатăп…
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Соломон патшапа. Вăл çырса хăварнă «Песнь песней» хайлав чуна чечеклентерет. Соломон патшапа ун хӗрӳ те таса юратăвӗ пирки çӗр çывăрми калаçнă пулăттăм… Кунсăр пуçне авалхи философ-çыравçăсемпе пуринпе те тӗл пулса чуна уçăттăм. Çак çут тӗнче епле пуçланса кайнинчен пуçласа вăл епле аталанни пирки тата пурнăçăн пӗлтерӗшӗ пирки тӗпчесе пӗлӗттӗм.
– Пурнăç девизӗ.
– Девиз темелле-ши ăна? «Хăв тӗрӗс иккенне пӗлен пулсан нихçан та парăнмалла мар, çине тăрсах ӗнентермелле, хăвăн тӗрӗслӗхне çирӗплетмелле, çынсен куçӗсене уçмалла».
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Кăмăла кура. Кăмăл-туйăмпа пайлашас килсен пичете париччен туссене, тăвансене, хамăн ачасене вуласа пама пултаратăп, кăтартатăп. Чунри асамлăха сӗвӗрӗлтерес килмесен вара тӳрех хаçата е журнала пичетлеме паратăп. Никамăн сӗнӗвне те чуна çывăх илместӗп, кӳренместӗп, мӗншӗн тесен кашнин хăйӗн шухăшӗ, тӗнче курăмӗ, пурнăç опычӗ. Пӗри пӗр тӗрлӗ хаклать-калать, тепри тепӗр тӗрлӗ çаптарать, хăйӗнне ӗнентерме тăрăшать. Эп çырни вăл – эпӗ çырни. Ман пек никам та туймасть, ман чунри шухăша никам та ман пек сăнарласа кăлараймасть, ман пек уçса параймасть, хаклаймасть. Пӗр чăнлăха ăнлантăм. Чунри туйăмсем-шухăшсем вулаканпа пӗр килни – иксӗмӗр те савăнăçпа хурлăха пӗр евӗрлӗ чăтса ирттерни-туйни, кун-çулта пӗр пек туйăмсемпе ейленни. Енчен те вулакан эпӗ мӗн туйнине курман-чăтман пулсан, ăна ман хайлавсем хумхантармасан та пултараççӗ. Мухтакансене те, тиркекенсене те тав тăватăп, çавах та хамăн пуçри шухăшсемпех юлатăп, çырлахатăп. Хăш-пӗрисем пек чапшăн тата орден-медальшӗн çунмастăп. Кăкăр çине вун-вун орден-медаль çакни, кашни пули-пулми ятшăн хыпкаланни, чап хыççăн чупса кашни конкурса хутшăнни мана питӗ кулăшла пек туйăнать. Укçа алра ирӗклӗ пулнă пулсан вун-вун кӗнеке кăларнă пулăттăм. Паллах, грамматикăпа стилистика йăнăшӗсене асăрхакансене чылай чух итлетӗп, хайлава тӳрлететӗп. Тепӗр чух тӳрлетмесен те пултаратăп. Авторăн хăйӗн уйрăм пунктуаци правилисем тесе шутлатăп. Ку –урăх калаçу.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
А.Юрату архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев