Чун ыйтни, хушни, тӗкни, васкатни...
блиц-интервью пирӗн хӑна ЛИДИЯ ФИЛИППОВА
Пирӗн редакци хăни паян – Лидия Филиппова, Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ, çыравçă-журналист, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, доцент. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Ылханлă хура çӗмӗрт» (2012) тата «Заколдованная черёмуха» (2019) кăларăмӗсем кун çути курнă. Сăввисем «Чувашия родная. Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ» коллективлă сборникра та пичетленнӗ.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Чăн малтан Сăмах пулнă тетпӗр пулсан литература вăл – сăмахсен ылтăн сăпки. Литература вăл – пирӗн йӗри-таврари пурнăç. Чăваш литератури çинчен калаçатпăр пулсан вăл – пирӗн тăван халăхăн – чăвашсен – иртни, хальхи тата пуласси.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Хавхалантару темелле-ши çак туртăма? Чун ыйтни, хушни, тӗкни, васкатни пулӗ вăл. Тата, паллах, хăв вăйна шанни, яваплăха туйни – эпир мар пулсан кам?.. Çак ӗçе эпӗ е тепри пурнăçлама пултарать пулсан мӗншӗн кахалланса, турткалашса тăмалла-ха пирӗн?
– Юратнă поэт, прозаик.
– Редактор пулнăран та-ши, кашни сăмах пӗлтерӗшӗпе вырăнлă усă куртарас килет. «Юратнă» сăмах çинчен-ха. Çын пек хаклани, унăн хайлавӗсене килӗштерни çинчен пӗлесшӗн ӗнтӗ эсир. Хамăрăн чăваш çыравçисенчен Çеçпӗл Мишши, Çемен Элкер пултарулăхне, вӗсен çырас ăсталăхне, халăхшăн çуннă туртăмне пысăка хурса хаклатăп. Вырăс çыравçисенчен Сергей Есенинпа Александр Пушкина, вӗсен реализмла сăввисене халиччен те шухăша кайса, чӗре патне йышăнса вулатăп. Андрей Дементьевпа Евгений Евтушенко сăмахӗсене нихăçан та манас çук. Çавăнпа вӗсен витӗмӗ манăн çырас çул-йӗрте тӳрремӗнех палăрать.
– Юратнă кӗнеке.
– Кун çути куракан кашни чăваш кӗнекине алла тытса паллашма-пахалама тăрăшатăп. Шел, илемлӗ литература çинчен калаçма йывăртарах паян…
Юлашки вăхăтра манра вырăсла çырас туртăм вăйлăрах пулнине сисетӗп. Тăван чӗлхепе усă курасси, калаçасси хавшаса, шкулсенче тăван чӗлхене вӗрентессин сехечӗсене чакарса-вăйсăрлатса пынипе те çыхăннă-тăр çакă. Пирӗн вара, çыравçăсен, хамăрăн сăмаха, шухăша анлăрах аудитори патне çитерес килет. Ытти авторсен вырăсла тухнă кӗнекисене алла илтӗм пулас эпӗ юлашки вăхăтра. Халӗ те акă манăн ӗç сӗтелӗ çинче Пауло Коэльон «Заир» кӗнеки.
«Юратнă кӗнеке» шайне уйрăм кăларăма лартас килмест, мӗншӗн тесен кашни авторăн ӗçӗнче чуна çывăххине курма-туйма, тупма тăрăшатăп.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Манăн пӗтӗм хӗрарăм çыравçа – унчченхисемпе хальхисене – тӗл пултарас, калаçтарас килет. Вăт пулӗччӗ хăйне евӗр ăсталăх урокӗ! Тата Çеçпӗл Мишши поэт-ентешӗмпе куçран-куçа пăхса чуна уçса калаçас, ăна пулăшас килет…
– Пурнăç девизӗ.
– Вăл, пурнăç девизӗ тени, маншăн «çӳлтен» янă-пилленӗ мисси пулӗ. Темле пулсан та çынра лайăххине курма тăрăшатăп, тавлашакан-çапăçакансене мирлештеретӗп, пайланса-уйрăлса кайнисене пӗр чăмăра пӗрлештеретӗп… Вырăссен аван каларăш пур – «Путь в ад устлан благими намерениями». Çакăн пӗлтерӗшне хăшӗ-пӗри ăнланатех ӗнтӗ. Шел темелли-ши, анчах пирӗн паянхи саманара ырă та усалпа таврăнма пултарать… Çапла та пулкалать… Çакна пурнăç питӗ уççăн кăтартса пырать…
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Социаллă сетьри хамăрăн çемье ушкăнне вырнаçтаратăп. Аппа кадет корпусӗнче ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентет. Хăй те, сăвăсем çырнăскер, манашкалах тата лайăххи-начаррине куçран калать. Сӳтсе яватпăр вара… Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Хветӗр Агивер, Николай Максимов… – чылай япалана пӗрле «сӳтетпӗр-сӳтетпӗр те яватпăр» вара. Ытти авторсенне те…
XXI ӗмӗр – интернет ӗмӗрӗ. Питӗ аван çакă. Кашни çӗнӗ сăвва кӗнекене кӗртсе кун çути кăтартасса кӗтсе лараймăпăр паянхи рынок-пасар саманинче. Алă айӗнче, куç умӗнче тӗнче тетелне тухма май пур чухне мӗншӗн усă курас мар çакăнпа? Çавăнпа интернет тени пирӗншӗн те, вăтам ăрури çыравçăсемшӗн, хăйне май çăлăнăç тӗнчи пулса тăчӗ. «Стихи.ру», «Проза.ру» евӗр сайтсенче чăваш çыравçисен литература хайлавӗсем нумайлансах пыраççӗ.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Л.Филиппован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев