Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Московский Çырчаллинче виçӗ сехетрен кая юрламасть

(Евгений Илюхин). Февралӗн 17-мӗшӗнче Çырчалли чăвашӗсене Шупашкар артисчӗсем: Алексей Московский, Андрей Думилин, Диана, Александр Ильин савăнтарчӗç. Концерт Сара Садыкова ячӗллӗ Концерт залӗнче иртрӗ. Халăх хальхинче те лăк туллиех пулчӗ. Çынсем нумай пуçтарăнсан концерт та хаваслăрах иртет. Артистсем юрланă май, куракансем ташла пуçларӗç. Çакна та палăртса хăвармалла: Алексей Московский е Валентина...

(Евгений Илюхин). Февралӗн 17-мӗшӗнче Çырчалли чăвашӗсене Шупашкар артисчӗсем: Алексей Московский, Андрей Думилин, Диана, Александр Ильин савăнтарчӗç. Концерт Сара Садыкова ячӗллӗ Концерт залӗнче иртрӗ.

Халăх хальхинче те лăк туллиех пулчӗ. Çынсем нумай пуçтарăнсан концерт та хаваслăрах иртет. Артистсем юрланă май, куракансем ташла пуçларӗç. Çакна та палăртса хăвармалла: Алексей Московский е Валентина Кузнецова килсен, вӗсен концерчӗ кунта виçӗ сехетрен кая пымасть. Çавăнпа халăх вӗсен концерчӗсене ытларах юратать. Программăра, темиçе юрăсăр пуçне, ыттисем пурте чăвашла. Февралӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ концерт та акă, питӗ килӗшрӗ. Халăх кашни юрă хыççăн тенӗ пек «Молодцы!» тесе кăшкăрчӗ. Юлашкинчен те артистсене тăвăллăн алă çупса тав турӗ.

Алексей Московский концерт вăхăтӗнче Шупашкар артисчӗсем халăхпа, тӗрӗсрех каласан автоградăн çамрăкӗсемпе, мартăн 4-мӗшӗнче тепре тӗл пулассине пӗлтерчӗ. Ун чух кунта чăваш дискотеки пулать иккен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев