Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Ырă ӗçшӗн преми е бизнесмен тӗнчене лайăхлатать

Çырчалли бизнесменӗ Эрик Гафаров Instagramри хăйӗн страницинче ырă ӗçсен конкурсне пуçарнă. Çӗнтерӳçе вăл Çырчаллинчи вăтам ӗç укçи чухлӗ (33,837 тенкӗ) преми пама шантарать. «Тутарстанри çав тери витӗмлӗ çынпа апатлантăм. Вăл мана çамрăксене ырă ӗç, çитӗнӳсем тумашкăн хавхалантарма ыйтрӗ. Кун пирки акă мӗн шутласа тупрăм: 1. Темиçе çамрăк предпринимателе хам хӳтте...

Çырчалли бизнесменӗ Эрик Гафаров Instagramри хăйӗн страницинче ырă ӗçсен конкурсне пуçарнă. Çӗнтерӳçе вăл Çырчаллинчи вăтам ӗç укçи чухлӗ (33,837 тенкӗ) преми пама шантарать.

«Тутарстанри çав тери витӗмлӗ çынпа апатлантăм. Вăл мана çамрăксене ырă ӗç, çитӗнӳсем тумашкăн хавхалантарма ыйтрӗ. Кун пирки акă мӗн шутласа тупрăм: 1. Темиçе çамрăк предпринимателе хам хӳтте илетӗп. 2. Эрнере тунă ырă ӗçсемпе çитӗнӳсен рубрикине пуçаратăп. Мӗн вăл? Ку вăл конкурс. Унта эсир эрнере тунă çитӗнӳсемпе ырă ӗçсем çинчен çыратăр. Эпӗ вара тивӗçлӗ ырă ӗçшӗн е çитӗнӳшӗн парне паратăп. Ырă ӗçсем çинчен комментарисемпе кунтах çырса яма пултаратăр. Ку эрнери приз - Çырчаллинчи вăтам ӗç укçи чухлӗ укçа. Патшалăх статистикин даннăйӗсем тăрăх вăл - 33,837 тенкӗ.

Мӗншӗн тăватăп-ха çакна, укçа тăкатăп? Пурнăçра пӗр-пӗр ырă ӗçе тытăнас умӗн тумалла е тумалла мар тесе иккӗленнӗ вăхăтра тумаллах текен шухăша хавхалантарас тесе. Эпӗ эсир çав тери лайăх ачасем пулнине шанатăп, çавăнпа пурте пӗрле тӗнчене кăшт пулсан та, çапах лайăхрах тăватпăрах!» - тенӗ бизнесмен кун пирки.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев