Йăлтах аван, кӗттернине шутламасан...
Кăçал çӗпрелсен Акатуйне Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА ертӳçи Олег Мустаев та, ТР ЧНКА ертӳçи Дмитрий Самаренкин та килсе çитеймерӗç, шел пулин те.
10-ра тапранма хатӗрленнӗ Акатуй 11 иртсен пуçланчӗ. Пуçлăхсемпе пачăшкăсем пуçтарăнса çитсессӗн, çăкăрпа-тăварне астивнӗ хыççăн процесси часаваялла çул тытрӗ. Вӗсене «Эй, тăван, тус тăван! Ӗмӗр пӗрле пурăнар», – тесе юрласа кӗтсе илчӗ фольклор ансамлӗсенчен тăракан вăрăм коридор. Кунта пурте йăл кулаççӗ, алă çупаççӗ. Сехете яхăн кӗтсе ывăнни те иртсе кайрӗ тейӗн. Тӗрӗссипе, ывăнмалла та мар, мӗншӗн тесен июнӗн 17-мӗшӗнчи пек хӗвеллӗ те ăшă çанталăка тахçантанпах кӗтнӗ эпир. Чăваш Акатуйне лайăх çанталăк пачӗ Турри. Хăнасен йышӗнче пачăшкăсем те сахаллăн марччӗ. Малти ретре ТР экологипе çутçанталăк рессурсӗсен министрӗ Александр Шадриков, Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, Çӗпрел муниципаллă районӗн Ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров тата ытти пысăк çынсем утрӗç. Кăçал Çӗпрелсен Акатуйне Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА ертӳçи Олег Мустаев та, ТР ЧНКА ертӳçи Дмитрий Самаренкин та килсе çитеймерӗç, шел пулин те. Темех мар, вертолет анмалли лаптăк çитес çул та кирлӗ пулма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев