Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа

Компьютерпа чăвашла пичетленӗ хайлавсене 2019 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхӗн 1-мӗшӗччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççӗ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10 çурт, Чăваш наци конгресӗ. Телефон: (8352) 62-35-61. Электронлă почта: congress21@mail

Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи

«ÇӖНӖ ХУМ»

литература конкурсӗн йӗрки

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, Чăваш Республикин Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви, «Чăваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчӗ» АУн «Тантăш» чăваш ачисен хаçачӗ, Çеçпӗл Мишши музейӗ чăваш поэчӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççӗ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийӗн регионӗсенчи шкулсенче 7-11-мӗш классенче вӗренекенсене, колледжсемпе аслă шкулсен студенчӗсене хутшăнма чӗнеççӗ. Конкурс 2019 çулхи ака(апрель) уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа чӳк (ноябрь) уйăхӗн 1-мӗшӗччен пырать.

Конкурс тӗллевӗсемпе задачисем

* илемлӗхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вӗсене литература ӗçне анлăрах явăçтарасси;

* çамрăк çыравçăсене илемлӗ хайлав ăсталас пархатарлă туртăмне асăрхаса малалла аталантарма тата тавракурăмне ӳстерме пулăшасси;

* Çеçпӗл Мишшин литература пултарулăхӗ урлă вӗренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йӗркелеме пулăшасси;

* ачасемпе çамрăксен чӗлхин сăмах пуянлăхне ӳстерме, ытарлăхӗпе сăнарлăх туйăмне аталантарма учительсемпе ачасен ашшӗ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

Конкурс йӗркипе ирттермелли вăхăчӗ

Конкурс тăватă номинаципе иртет:

* чи лайăх сăвă;

* чи лайăх калав;

* чи лайăх очерк;

* чи лайăх пьеса.

Конкурс комиссийӗ литературăн тӗрлӗ жанрӗпе чăвашла çырнă алçыру хайлавӗсене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавӗсен калăпăшӗ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепӗ 3-рен кая мар пулмалла. Алçырусене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 номерлӗ пысăкăшпа, 1,5 йӗрке хушшипе, пур енчен те хӗррисене (поля) 2 сантиметр хăварса пичетлемелле.

Çамрăк авторсен алçыру хайлавӗсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшӗ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемӗш класра (ушкăнра, курсра) вӗреннине, район (хула), республика

(область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатӗрлекен вӗрентекенӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, мобильлӗ телефонӗн номерне кăтартмалла. Компьютерпа чăвашла пичетленӗ хайлавсене 2019 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхӗн 1-мӗшӗччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççӗ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10 çурт, Чăваш наци конгресӗ. Телефон: (8352) 62-35-61. Электронлă почта: congress21@mail.ru.

Конкурса ирттересси тата пӗтӗмлетесси

Конкурс йӗркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташӗсем Чăваш Республикин паллă çыравçисемпе журналисчӗсем тата тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗсем пулаççӗ. Жюри конкурса тăратнă ӗçсене пăхса тухса хак парать, призлă вырăнсене ӳсӗм тăрăх, 7-9 тата 10-11-мӗш классенче, колледжсемпе аслă шкулсенче вӗренекенсен йышӗнчен кашни тăватă номинацире уйрăм палăртать. Пултарулăх ăмăртăвӗнче I, II, III вырăн йышăннисене дипломсемпе парнесем параççӗ. Жюри илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсене уйрăм ят пама пултарать. Конкурс пӗтӗмлетӗвне протокол çырса çирӗплетеççӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсен списокне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин, Чăваш Республикин Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствин, Чăваш наци конгресӗн, Чăваш Республикин Наци библиотекин тата «Тантăш» хаçат сайчӗсенче вырнаçтараççӗ.

Конкурс çӗнтерӳçисне чыслани

Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература конкурсӗн çӗнтерӳçисемпе призерӗсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççӗ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Тав хучӗпе чыслаççӗ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

конкурс йӗркелекен комитет пайташӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев