Эпир пурте пӗр шухăшлăччӗ...
Кун-çул утти пӗр шелсӗр пирӗн ретрен юлташсене пӗрерӗн-пӗрерӗн туртса кăларать. Акă майăн 20-мӗшӗнче Константин Валентинович Миндрюковăн та чӗри тампа чарăнчӗ...
2000 çулсен пуçламăшӗнче Тутарстанри чăваш культурине аталантарасси çӗнӗ вăй илнӗччӗ. Районсемпе хуласенче çӗнӗрен те çӗнӗ культура центрӗсем йӗркеленме тытăнчӗç. Пирӗн пӗрлӗх чăвашлăхшăн çунакан çынсемпе хушăнса пычӗ. Инженерӗ те, агрономӗ те, учителӗ те, нефтяникӗ те – эпир пурте пӗр шухăшлăччӗ, халăха ӳсме майсем туса парас тесе тăрăшаттăмăр. Нумай хастар чăвашпа тӗл пулса паллашма телей пӳрнӗччӗ Турри. Чылайăшӗпе халӗ те çыхăнăва татман.
Анчах кун-çул утти пӗр шелсӗр пирӗн ретрен юлташсене пӗрерӗн-пӗрерӗн туртса кăларать. Акă майăн 20-мӗшӗнче Константин Валентинович Миндрюковăн та чӗри тампа чарăнчӗ...
Элкел районӗнчи Хăратара пурăнатчӗ пирӗн юлташăмăр. Нумай çул Сиктӗрмери ял хуçалăх кооперативне ертсе пычӗ, унтан фермер хуçалăхӗ йӗркелесе ӗне-пăру тытрӗ. Мӗн тăвăн, 50-па пыраканскер, инсульта хирӗç тăраймарӗ...
Уçă кăмăллă, тараватлă, яланах пулăшма хатӗр çын уйрăлса кайрӗ пиртен. Константин Миндрюковăн çемйипе, çывăх çыннисемпе, тăванӗ-юлташӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр.
Константин Малышев, «Сувар» хаçат редакцийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев