Курткăллă уяв
Сивĕре ытла юрласах та килмест, кĕрешсе те суранланма пулать, пĕрĕхекен çумăр та ăшă мар. Анчах пирĕн вĕт пуçлăх каланă – тумалла.
Чăвашсем илемлĕ халăх, юрри-ташши те хăватлă, тумĕсем те капăр. Анчах Акатуйсене сивĕ çанталăкра туса илемсĕр хăтланаççĕ. Ăшă кун пулмасран хăраççĕ-ши? Пĕрер эрне каярах ирттерсен мĕн пулать? Сивĕре ытла юрласах та килмест, кĕрешсе те суранланма пулать, пĕрĕхекен çумăр та ăшă мар. Анчах пирĕн вĕт пуçлăх каланă – тумалла. Культура ĕçченĕсен сăмсаран юн тухсан та, пăр çусан та тухса ташласа тăмалла вĕсен умĕнче. Çаплине çапла та, илем çук ун пек хăтланнинчен. Ĕлĕк çынсем ун пек туман-тăр тетĕп.
Июнĕн 1-мĕшĕнче Пăвари стадионра «Сувар» хаçат кубокӗшӗн ачасен футбол турнирне ирттернĕ чухне те вĕренекенсене шăнтса пăсатпăр тесе сехре хăпнăччĕ. Юрать-ха, раздевалкăсенче ăшăччĕ, йӗркелӳçӗсем тӳлевсӗр вӗри апат хатӗрленӗччӗ. Тата футболистсем хусканура, ялан чупаççĕ. Апла пулин те, çитес çул вăл турнира ăшă кунсене куçаратпăр. Халăх уявĕсене те çанталăкпа килĕшÿллĕн ирттерсен, илемлĕрех пулĕччĕç вĕсем. (Геннадий Горячевăн соцсетьри сăнÿкерчĕкĕ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев