Ҫӑварни
Литература кăларăмӗ

Ҫӑварни

Ял поэчӗсем ҫыраҫҫӗ

  Пит япăх паян тулта

–Юрӗ çурӗ çӗр хута.

Çил-тăман тухса ирпе
Хăвалать ăна хирпе.

Тултарать картишсене,
Вӗрттерет хушăксене.
Тăрăран шăлса пырса
Ывăтать çӳлтен хырса.
​
Тавăрать, хайхи, хӗлле.
Юрсăр пултăр вăл мӗнле?
Сивӗсем те çитӗç ак,
Часах таврăнмӗ курак.
Нарăс уйăхӗ пырать.
Кӗçех Çăварни пулать.
Николай АНДРЕЕВ.


Нет комментариев