Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Агроволга – 2026» форумăн çăлтăрлă хăнисен шутӗнче Луселия Сантоспа Орнелла Мути пулаççӗ

Хусан черетлӗ хут Халăхсен хушшинчи мероприятие кӗтсе илме хатӗрленет. Хальхинче – «Агроволга – 2026» тата Потребительсен кооперацийӗн предприятийӗсемпе организацийӗсен халăхсен хушшинчи форумне. Мероприятисен çăлтăрлă хăнисен шутӗнче – тӗнчипе паллă актрисăсем Луселия Сантоспа (Бразили киноактриси, «Рабыня Изаура» телесериалта ӳкерӗннӗ), Орнелла Мути (Итали киноактриси, Раççейре ытларах «Укрощение строптивой», Григорий Чухрай режиссерăн «Жизнь прекрасна» фильмсем тăрăх паллă) пулчӗç.

Хусан черетлӗ хут Халăхсен хушшинчи мероприятие кӗтсе илме хатӗрленет.  Хальхинче – «Агроволга – 2026» тата Потребительсен кооперацийӗн предприятийӗсемпе организацийӗсен халăхсен хушшинчи форумне. Мероприятисен çăлтăрлă хăнисен шутӗнче – тӗнчипе паллă актрисăсем Луселия Сантоспа (Бразили киноактриси, «Рабыня Изаура» телесериалта ӳкерӗннӗ), Орнелла Мути (Итали киноактриси, Раççейре ытларах «Укрощение строптивой», Григорий Чухрай режиссерăн «Жизнь прекрасна» фильмсем тăрăх паллă) пулчӗç.  

Интереслӗ конкурссен шутӗнче республикăри чи чипер ӗнене палăртассипе «Краса Агроволги» тата мăйракаллă шултра выльăх  чӗрнине касассипе студентсен спартакиади тата республикăри чи лайăх механизаторсен хушшинче иртекен «МТЗ-ШОУ» чемпионат пулчӗ.

 «Агроволга – 2026» «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче июлӗн 8 – 10-мӗшӗсенче иртет. Унăн ӗç программине 70 ытла мероприяти кӗнӗ. Раççейӗн 38 регионӗпе  ют çӗршывсен пӗтӗмпе 400 ытла компанийӗ хутшăнать унта. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтерчӗ.

«Мероприятин географийӗ анлă. Раççейӗн 38 регионӗсӗр пуçне пирӗн пата Китай, Беларуç, Турци компанийӗсем килеççӗ. Китайран кăна 29 компани килмелле. Вӗсем технологисен комплекслă решенийӗсемпе паллаштарасшăн – беспилотниксемпе уй-хирсене мониторинг тума, ял хуçалăх предприятийӗсемпе ӗçлемешкӗн хута янă электронлă платформăпа тата ыттипе. Беларуç производителӗсем тӗрлӗ  препаратсемпе, ял хуçалăх техникине юсас опытпа паллаштарасшăн. Турци компанийӗсем те çулсерен килеççӗ пирӗн пата. Вӗсен ял хуçалăх продукцийӗсемпе ӗçлессипе тата  упрассипе çыхăннă опычӗ интереслӗ», – терӗ министр.

Потребительсен кооперацийӗн предприятийӗсемпе организацийӗсен халăхсен хушшинчи форумӗ кăçал «Молодежь кооперации: объединяя ресурсы для развития отрасли» темăпа иртет.

2026 çулта курав программи анлăланнă. Харăсах икӗ çӗн пай – «Агротуризм» тата «Спецтехника» ӗçлесе кайнă. «Ку форум хăнисене ял туризмне, фермер хуçалăхӗсене аталантарма çӗнӗ майсем тупма тата ялта бизнесăн çӗнӗ енӗсене уçма май парать. Тепри – агропромышленность комплексӗнче ăнăçлă ӗçлеме спецтехника е оборудовани туянма», – ăнлантарчӗ Марат Зяббаров.

Тутарстан аграрийӗсемшӗн ытти регионсенчи тата ют çӗршывсенчи ӗçтешӗсен опычӗпе паллашни питӗ усăллă паллах. Курав отрасльти тавракурăма анлăлатма май панипе хаклă. «Агроволгăн» сорт тӗпчевӗсен полигонӗнче хальхи агротехнологисен кăтартăвӗсемпе паллашма пулӗ. Çавсен шутӗнче тӗш-тырă, пăрçа йышши, апат, çу, технически культурăсен 200 ытла сорчӗпе гибричӗсем.

Министр сăмахӗпе, «Краса Агроволги» конкурса 13 районтан 70 ӗне хутшăнать. Ăмăрту хӗрӳ пуласси куçкӗрет. Студентсен спартакиадине Раççейпе Беларуçри аграрипе ветеринарин ертӳçӗ аслă шкулӗсенче вӗренекен 115 студент хутшăнать.

Асăннă форумпа пӗрле «Дрон Экспо» курав иртнине те асăнса хăварчӗ Марат Зяббаров.

Потребкооперацийӗн форумӗн ӗç йӗркипе Татпотребсоюз правлени председателӗ Рашат Шаймарданов паллаштарчӗ. «Потребительсен кооперацийӗн форумне ирттерме кăçал Раççейӗн Потребсоюзӗ – 195, Татпотребсоюз 110 çул тултарни хистерӗ. Унта Раççейӗн 74 регионӗпе 31 ют çӗршывран пурӗ 4000 пин ытла çын хутшăнма кăмăл турӗ. Ӗç программине тӗллевлӗ аудиторин интересӗсене тӗпе хурса йӗркеленӗ – регионти потребсоюзссенчен пуçласа çамрăк специалистсем таран», – терӗ Рашат Рифкатович.

Вăл пӗлтернӗ тăрăх, ТР Раисӗ Рустам Минниханов чаплă лару-тăрура республикăри потребкооперацисене 39 автомашина парать. Форумра хальхи саманана тивӗçтерекен ял лавккине кăтартма йышăннă. Йӗркелӳçӗсен шучӗпе, пур çӗрте те çӗнӗ йышши лавккасем хута каймалла.

Татпотребсоюз историйӗпе ятарлă музейре паллашма пулӗ. Çакăнта ӗнтӗ 2024 çулта чи лайăх тесе палăртнă ял лавккин тулли макетне курма пулать. Паллă ӗнтӗ, куравăн пысăк пайне республикăри потребительсен кооперацине кӗнӗ предприятисен продукцийӗ йышăнать.

Татпотребсоюзăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе СВО вăхăтӗнчи паттăрла ӗçӗпе хăйне уйрăм экспозици хатӗрленӗ. Тӗп вырăнта легендарлă УАЗ-452, халăхра «буханка» теççӗ, М-72 автомобильсем тата вăрçă вăхăтӗнчи 125 грамлă çăкăр татăкӗ, паянхи кун СВОна ăсатакан сухпайсем, масксетьсем тата ытти те.

Тутлă çиме юратакансемшӗн тутар халăх апачӗсене – баурсак, чак-чак, кыстыбый, эчпочмак – пӗçерессипе мастер-классем тата тутар культурин кил-картишӗсене хатӗрленӗ.

Форум ӗçӗ чаплă концертпа вӗçленет. Килнӗ хăнасене Раççейӗн паллă артистки Татьяна Куртукова хăй юррисемпе савăнтарӗ.  

РФ Потребительсен обществин Тӗп союзӗн Канаш пайташӗ, Раççейӗн коопераци университечӗн ректорӗ Алсу Набиева чӗннӗ хăнасем çинче чарăнчӗ. Ун сăмахӗпе, кăçалхи форумра тӗп пусăма çамрăк специалистсем тата вӗсен интересӗсем çине тунă. 56 ют çӗршыв делегацийӗ килме тунă хальхинче. «Пирӗн форума халăхсен хушшинчи шайри амбассадорсем тимлӗх уйăрни çав тери хаклă. Çавсен шутӗнче Луселия Сантос. Ăна Рабыня Изаура рольӗнчен астăватпăр. Халӗ вăл икӗ коопераци çемйи çинчен фильмсем ӳкерет. Пӗр çемйи Камско-Устьински районӗнчен, тепри – Сабаран. Луселия Сантос кооператорсен ӗçӗпе кăсăкланса паллашрӗ. Сăмахран, çăкăр мӗнле пӗçернипе, сутнипе, мӗн вăл автолавкка тата ыттипе. Орнелла Мути вара Итали кооператорсен салмане çитерме васкать», – терӗ Алсу Набиева.      

Раççейӗн агропромышленность комплексӗн тата технологи ирӗклӗхӗн аталанăвӗ «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗн тӗллневӗсене тивӗçтерет. Çавна май пирӗн çӗршывра тӗнче рынокӗнче хамăрăн вырăна çирӗплетме  мӗнпур кирлӗ продуктсем пур.

Сăнӳкерчӗксем Ирина Трифонован тата  https://tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: «Агроволга – 2026»