Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Апрелӗн 28-мӗшӗнче – «Чăваш шăпчăкӗ» конкурс

(Ирина Трифонова). Вун иккӗмӗш хут иртекен «Чăваш шăпчăкӗ» рес­публика конкурсӗ кăçал мартăн 30-мӗшӗнче пуçланать те апрелӗн 28-мӗшӗчченех пырать. Вăл «Тутарстан Республикин 2014-2020 çулсенчи патшалăх наци политикине пурнăçласси» программăна кӗнӗ, йӗркелекенсем ТР Культура министерстви, Тутарстан Халăхсен ассамблейи, ТР ЧНКА, Тутарстан халăхсен Туслăх Çурчӗ, Аксу муниципаллă районӗ. Конкурс икӗ тапхăртан тăрать, пӗрремӗшӗ...

(Ирина Трифонова). Вун иккӗмӗш хут иртекен «Чăваш шăпчăкӗ» рес­публика конкурсӗ кăçал мартăн 30-мӗшӗнче пуçланать те апрелӗн 28-мӗшӗчченех пырать. Вăл «Тутарстан Республикин 2014-2020 çулсенчи патшалăх наци политикине пурнăçласси» программăна кӗнӗ, йӗркелекенсем ТР Культура министерстви, Тутарстан Халăхсен ассамблейи, ТР ЧНКА, Тутарстан халăхсен Туслăх Çурчӗ, Аксу муниципаллă районӗ. Конкурс икӗ тапхăртан тăрать, пӗрремӗшӗ кашни муниципаллă районта иртет (30.03 - 15.04), иккӗмӗшӗ апрелӗн 28-мӗшӗнче Аксу райо­нӗнчи Аксу хула евӗр поселокра пулать. Районсенчен кашни номинациех 2 çынран е ансамбльтен ытла мар хутшăнма пултараççӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем : +7 (917) 907-14-72; +7 (908) 343-00-01. E-mail: chnka-rt@mail.ru. Конкурсăн положенийӗпе сайтри «пӗлтерӳсем» рубрикăра паллашма пулать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев