Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Арӑмӗ ӑнланать пулсан, художник телейлӗ

Унӑн ӳкерчӗкӗсене пӗрре халӑх кӗввипе, тепре шӑплӑхпа танлаштарчӗҫ, хӑйне – Ван Гонпа тата Гогенпа 

Чаваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ЧР халӑх художникӗ Николай Енилин 80 ҫул тултарнине халалласа «Юратнă тăван çĕршывăм» ятлӑ курав уҫӑлчӗ. 

Юбиляр 1939 ҫулта Пӑва районӗнчи Рункӑра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче худграф факультетне пӗтӗрнӗ, унтах ӗҫлеме юлнӑ. Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ ачасен ӳнер шкулне ертсе пынӑ.

Ӳкерес искусствӑра наци тематикине аталантаракан художник 1993 ҫулта Чӑваш художникӗсен союзне йӗркелесе яма хистет. 

Вернрсажа нумай паллӑ ҫын пухӑннӑччӗ, художникӑн ентешӗсем те, тӑванӗсем те йышлӑччӗ. Искусствоведени кандидачӗ Юрий Викторов юбиляр пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. 

Художниксем симӗс тӗсрен хӑраҫҫӗ. Ӑсталӑх ҫитмесен симӗс тӗс наркӑмӑшла-симӗсе ҫаврӑнать, унра эстетика, илем ҫухалать, укерекен ӑнӑҫсӑр картина тӑвать. Кун пек тӗслӗхсем нумай. Енилин ӳкерчӗкӗсенче симӗс тӗс туллиех. Пейзажсенче  те, ытти картинисенче те. Вӑл хӑрамасть симӗс тӗспе ӳкерчӗксене илемлетме. Вӑрмансем те, ҫарансем те, ҫырма-ҫатрасем те шалти илемпе тулаҫҫӗ. Ку унӑн маҫтӑрлӑхӗ ҫинчен калать. 

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер юбиляр ячӗпе сӑвӑ вуласа пачӗ, Александр Мефодьев та. Енилина саламлама ят илнӗ паллӑ чӑваш художникӗсем сахалӑн килмен, чӑннипех хисеплеҫҫӗ иккен пирӗн ентеше. Унӑн ӳкерчӗкӗсене пӗрре халӑх кӗввипе, тепре шӑплӑхпа танлаштарчӗҫ. Хӑйне Ван Гонпа тата Гогенпа 

    - Эпир ачасене ӳстернĕ чух, пирĕн асаннесем пулман, терӗ юбиляр. Мӗнпур ӗҫ арӑм ҫине тиенчӗ. Эпӗ ҫак чечексене Зоя Михайловнӑна парас тетӗп. 

Чӑннипех те, арӑмӗ ӑнланать пулсан, художник телейлӗ.

– Манӑн пейзажсенче куккук авӑтать. Ҫак поэзи уҫлӑхне ниепле те сӑмахпа ӑнлантарма пулмасть, – терӗ хӑй ҫинчен нумай мухтавлӑ сӑмах илтнӗ хыҫҫӑн Николай Аристархович. – Эпӗ искусствоведени докторне Алексей Трофимова тав тӑватӑп. Шел, хӑйне япӑх туйнипе вӑл кунта килеймерӗ. 

Эпӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи ялта ӳснӗ. Хӗлле, хӗрӗх градуслӑ сивӗре ӳрамра выляттӑмӑр, ҫуркунне кайӑксем вӗҫсе килессе кӗтеттӗмӗр. Эпӗ вӑйӑ картине пӗрре мар тӑнӑ, хӗр йӗррине илтнӗ. Урӑхла каласан, эпӗ чӑваш халӑх культуринче, йӑлисенче, йӗркисенче пиҫӗхсе ҫитӗннӗ ҫын. Пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхне, тӗнче ҫыхӑнӑвӗсене шыратӑп, пурнӑҫ тӗшшине тупас тетӗп. Хамӑн пултарулӑха туссем урлӑ хаклама тӑрӑшатӑп. Хамӑн халӑх шӑпишӗн пӑшӑрханатӑп. Эпӗ тӑван халӑх тата Раҫҫей патриочӗ.

  Тимӗр АКТАШ. Автор сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

6

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Пултаруллă художник. Рункăcем тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ.

    • аватар Без имени

      0

      0

      Нессе! Эс лайах худложник, шанчакла юлташ, сиреп сын!Саванатап санпа! В. Ст.