Чăваш Ен биатлонистки, чăваш хӗрӗ Татьяна Акимова Раççей сборнăйӗнчен кайнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Чăн та, яланлăхах мар иккен, вăхăтлăха кăна. Пхенчханри Олимпиада хыççăн кăштах канма шутланă-мӗн вăл. Çавăнпа Çурçӗр Карелире (Контиолахтире) иртекен Тӗнче кубокӗнче Раççей сборнăйӗн йышӗнче кураймăпăр. «Халӗ эпӗ килте, Шупашкарта, тренировка иртетӗп. Тренерпа шухӑшларӑмӑр та: Олимп ваййисем...
Чăваш Ен биатлонистки, чăваш хӗрӗ Татьяна Акимова Раççей сборнăйӗнчен кайнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Чăн та, яланлăхах мар иккен, вăхăтлăха кăна. Пхенчханри Олимпиада хыççăн кăштах канма шутланă-мӗн вăл. Çавăнпа Çурçӗр Карелире (Контиолахтире) иртекен Тӗнче кубокӗнче Раççей сборнăйӗн йышӗнче кураймăпăр. «Халӗ эпӗ килте, Шупашкарта, тренировка иртетӗп. Тренерпа шухӑшларӑмӑр та: Олимп ваййисем хыççӑн канса илмелле манӑн. Вӑй пухмалла, психологи тӗлӗшӗнчен çирӗпленмелле. Тӗнче кубокне хутшӑнмашкӑн вӑй пухса ӗлкӗреймӗп», - тенӗ Татьяна Акимова хăй кун пирки.
Нет комментариев