Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«ÇӖНТЕРӲ КУНӖ» чăвашла янăрать

Давид Фёдорович Тухмановпа Владимир Харитоновăн «День Победы» юрри пӗрремӗш хут чăвашла янăрать.

 Атăлçи тăрăхӗнчи «Наш День Победы» юрă марафонӗ паян Чăваш Ене çитрӗ. Эстафетăна вăл Пенза облаçӗнчен илчӗ. Юрра чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер куçарнă. Тӗрӗссипе, вăл ăна виçӗ çул каяллах куçарнă иккен. Юбилей тӗлне вара тепӗр вариантне хатӗрленӗ. ЧР Культура министрӗ Роза Лизакован сăмахӗсем тăрăх, çӗнӗ варианчӗ тата вăйлăрах пулса тухнă. Видоролика «Çӗнтерӳ» комплексӗнче, çар мухтавӗн музейӗнче тата Трактор тăвакансен керменӗнче февраль уйăхӗн вӗçӗнче, март уйăхӗн пуçламăшӗнче ӳкернӗ. Юрра оперăпа  балет театрӗн, филармонин тата паллă эстрада юрăçисем, «Соловушка» хор, «Классика» юрă капелли тата «Живи и помни» патриотизм юррипе кӗввин ансамблӗ юрлать. #песнипобедыПФО #нашденьпобеды 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #песнипобедыПФО #нашденьпобеды