Фарид Мухаметшин: «Эпир сирӗн умра пуҫ таятпӑр»
Паян республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсене халалланӑ мероприятисем йышлӑ иртрӗҫ.
Паян, декабрӗн 9-мӗшӗнче, республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсене халалланӑ мероприятисем йышлӑ иртрӗҫ. Хусанти Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗнче те уяв мероприятийӗ иртрӗ.
Геройсен кунне 2007 ҫулта РФ Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсен пуҫарӑвӗпе СССР, Георгиевски орденӗн тулли кавалерӗсене, РФ Геройӗсене чыслас тӗллевпе йышӑннӑ.
Г. Камал театрӗнчи уяв мероприятине пӗтӗм республикӑран Раҫҫей Геройӗсем, Социализмла Ӗҫ Геройӗсем, Раҫҫей Ӗҫ Геройӗсем, Ӗҫ Мухтавӗн орденӗн тулли кавалерӗсем тата вӗсен ҫемйисем пуҫтарӑнчӗҫ.
Церемони Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин патшалӑх ялавӗсене йӑтса кӗнипе тата гимнӗсене юрланипе пуҫланчӗ. Ӑна Тутар патшалӑх хорӗпе тутар халӑх артисчӗ Алина Шарипжанова пурнӑҫларӗҫ.
Республика ертӳҫисен ятӗнчен вӗсене ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ. Праҫнике ТР Патшалӑх Канашҫи, Тутарстанӑн пӗрремӗш президенчӗ Минтимер Шаймиев та хутшӑнчӗ. Минтимер Шарипович хӑй те Ӗҫ Геройӗ. Тутарстан аталанӑвне вӑл питӗ пысӑк тӳпе кӗртрӗ. Республикӑн ҫӗнӗ историйӗ ун ячӗпе ҫыхӑннӑ тени пӗрре те ӳстерсе калани мар. Зал Минтимер Шаймиева ура ҫине тӑрса кӗтсе илчӗ.
"Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Геройӗсен кунӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл ӑрусен ҫыхӑнӑвне палӑртать", - терӗ парламент пуҫлӑхӗ 2025 ҫул Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫуллӑхӗн ҫулталӑкӗ пулнине аса илтерсе.
Фарид Мухаметшин уйрӑммӑн ветерансен мухтавлӑ ӗҫӗсене палӑртса вӗсем республика аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине каларӗ.
"Сирӗн ҫирӗплӗх пуриншӗн те пысӑк тӗслӗх. Паян эпир Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлес йӑласене тытса пыракан харсӑрсем умӗнче пуҫ таятпӑр. Чыслӑ та тивӗҫлӗ пурнӑҫлатӑр ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе", - терӗ Фарид Мухаметшин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене тав туса.
Килес ҫул Ҫар тата ӗҫ мӑнаҫлӑхӗн ҫулталӑкӗнче ҫак ырӑ йӑласем малалла тӑсӑласса шаннине пӗлтерчӗ.
РФ Президенчӗн Атӑлҫири Полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ятӗнчен тутарстансене Геройсен кунӗпе Тутарстанри тӗп Федераллӑ инспектор Виктор Демидов саламларӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫуллӑхӗн юбилейлӑ медалӗсемпе ӗҫре палӑрнисене чысларӗҫ. Ҫавсен шутӗнче Юнармин Тутарстанри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, ТР Ветерансен союзӗн председателӗ А.Бородин, Ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Х.Иштиряков, "Клуб воинской славы" патриотизм воспитанийӗпе шырав ӗҫӗн ассоциацийӗн ертӳҫи М.Черепанов тата ыттисем пулчӗҫ.
Унтан уяв концерчӗ пуҫланчӗ. Чӗрене хумхантаракан юрӑсем шӑрантарчӗҫ артистсем. Сцена ҫине СВО хутшӑннисен арӑмӗсенчен йӗркеленнӗ патшалӑх хорӗ тухни уйрӑмах хумхануллӑ пулчӗ. "Никто кроме нас" ят панӑ вӗсем хӑйсен хорне.
Ҫапла ырӑ атмосферӑра вӗҫленчӗ уяв мероприятийӗ.
Сӑнӳкерчӗксем ТР Патшалӑх Канашӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев