Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нина Ивановнăпа Василий Ильич ПЕТРОВСЕМНЕ çемье уявӗпе!

Чистай хулинче пурăнакан Нина Ивановнăпа Василий Ильич ПЕТРОВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа çӗртме уйăхӗн 8-мӗшӗнче 50 çул çитрӗ

Юратнă аттепе аннене, асаттепе асаннене ылтăн туй ячӗпе чунтан саламлатпăр! Сирӗн умăрта çӗре çити пуç таятпăр. Пире çуратса ӳстернӗшӗн, ура çине тăма пулăшнăшăн тав тăватпăр. Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. Çур ӗмӗр эсир алла-аллăн утатăр, пӗр-пӗрне ăнланма, хисеплеме пӗлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире, яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр, эсир пурри пирӗншӗн пысăк телей.

Ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр чунтан, 

Шутлани пурнăçа кӗрсе пытăр ялан. 

Çирӗп сывлăх, хастарлăх сунар чӗререн, 

Ан татăлтăр нихçан та укçа енчӗкре. 

Килӗшӳ, юрату хуçалантăр килте, 

Çуркунне чечеклентӗр ялан чӗрӗрте. 

3 ывăлӗ, кинӗсем, 6 мăнукӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев