Паллă юбилее Чăваш кӗнеке издательстви çӗнӗ кăларăмпа уявлать
«Сувар» хаçат коллективӗ ятӗнчен те ӗçтешсене сумлă юбилейпе саламлатпăр. Редакципе Чăваш кӗнеке издательствин ӗçлӗ тата туслă хутшăнăвӗсем тахçанах йӗркеленнӗ, пӗр теçетке çул кăна та мар. «Сувара» вулакансем 8-мӗш полосари «Кӗнеке çӳлӗкӗ» рубрикăна лайăх пӗлеççӗ ӗнтӗ. Унта шăпах издательствăра пичетленсе тухнă çӗнӗ кӗнекесем пирки çырса пӗлтеретпӗр. Чăваш кӗнеке издетельствин илемлӗ литература редакцийӗн ӗçченӗсемпе, пултаруллă çыравçăсемпе – Ольга Федоровăпа, Ольга Австрийскаяпа, Дарья Морозовапа эпир тачă çыхăнса ӗçлетпӗр.
Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗ те туслă вӗсемпе. Пирӗн çыравçăсен кӗнекисене пӗрре мар кăларчӗç вӗсем. Ку ӗç малалла та аталанса пырасса шанатпăр.
Чăваш кӗнеке издательствине пӗр сăмах ӳстермесӗр Чăваш Енӗн бренчӗ теме пулать. Вӗсем паха кӗнеке, пичет продукцийӗ кăларса республика пурнăçӗпе аталанăвне, историне туллин çутатаççӗ.
Чăваш кӗнеке издательстви 1920 çулхи ноябрӗн 12-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Шăп та лăп Чăваш Республики йӗркеленсе кайнă вăхăтра. Çавăнтанпа çырать те издательство тăван республикин кун кӗнекине – илемлӗ литература, публицистика, популярлă наука чӗлхипе. Тăван чӗлхене упрассине пысăк тӳпе кӗртет вăл. Шкулсемпе ача сачӗсем валли ятарлă литература нумай хатӗрлет.
Паллах Чăваш кӗнеке издательстви чăваш çыравçисемпе поэчӗсемшӗн чи çывăх та шанчăклă юлташ. Вăл пулăшнипе вӗсен хайлавӗсем кӗнекен тухса вулакан патне çитеççӗ.
Çӗнӗ «С книгой по жизни. Кĕнекепе пурăнатпăр: Чăваш кӗнеке издательствине – 105 çул» кăларăм пирки калас-тăк вӑл предприятин историйӗ, аталанӑвӗ тата хальхи ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа парать. Кӗнекере ертӳçӗсен портречӗсене курма, коллектив, кӗнеке серийӗсем, конкурссем çинчен информаци тупма пулать. Издательство çӗршыври кӗнеке пурнӑçне хутшӑнни çинчен те вуласа пӗлме пулать. Уйрӑмах ветерансене пысăк тимлӗх уйӑрнӑ, вӗсен хушшинче чӑвашсен паллӑ писателӗсемпе художникӗсем те нумай.
Пӗтӗм коллектив ятӗнчен Чăваш кӗнеке издательствинче ӗçлекенсене ӗçре çитӗнӳсем, ăнăçу, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатпăр! Малашнехи çул такăр та уçă пултăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев