Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов - чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ

Генерал-лейтенанта, Николай Федорович Гаврилова уявпа саламлатпӑр!

Генерал- лейтенант, ҫар летчикӗ Николай Федорович Гаврилов легендарлӑ ҫын. "Маэстро" позывной ӑна ахальтен паман. Ҫар летчикӗ пулнӑскер нумай теветкеллӗ те хӑрушӑ лару-тӑруран тухма пултарнӑ вӑл.Ун пухмачӗнче 3000 пин ытла ҫапӑҫу вӗҫевӗ.  Владимир Путин Премьер-министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӑл пӗрре мар унпа вӗҫевсене тухнӑ.

Нумай ҫулсем ФСБ авиацийӗнче вӑй хунӑ. Кабул тӗлӗнче террористсен штабне тӗл персе аркатса тӑкни ҫӗршывшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна Хӗрлӗ ҫӑлтарпа наградӑланӑ. РФ Президенчӗн йышӑнӑвӗпе Раҫҫей Геройӗ ят панӑ.

"Раҫҫей Геройӗ ят панӑ чухне Владимир Путин эп мӗн-мӗн тунисене сӑнаса тӑнине хӑлхаран пӑшалтатса каларӗ. Кӑмӑллӑ пулчӗ паллах вӑл хӑйӗн подчиненнӑйӗсене курса тӑнине пӗлме. Служу Отечеству терӗм ӑна ун чух кӗскен", - терӗ Николай Федорович"Вести" телекӑларӑм репортерне.

Паян пирӗн хисеплӗ Николай Гаврилова Мускав Кремлӗнче иртнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсене халалланӑ чаплӑ мероприятие чыс туса чӗннӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй йышӑннӑ паян ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑл -хӗрӗсене. 

Николай Федорович Гаврилов Раҫҫей чӑвашӗсен Наципе культура автономине ертсе пыни пире уйрӑмах савӑнтарать. 

Эпир ӑна паянхи уявпа саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр! 

Сӑнӳкерчӗк "Вести" телекӑларӑмран тунӑ скриншотсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День Героев Отечества