Шамиль ГАФАРОВ: «ХУЛА ÇЫННИСЕНЕ ХĂВАЛАНИ УХМАХЛĂХ ПУЛӖЧЧӖ»
Октябрӗн 22-24-мӗшӗсенче Хусан БРИКС саммитне йышăнать
«Кун пек çынсем Тутарстана мар, Раççее те халиччен килмен. Хăйсем хутшăнассине 33 çӗршыв çирӗплетрӗ, вӗсенчен 24-шӗ çӗршывсен ертӳçисем, 9-шӗ иккӗмӗш, виççӗмӗш шайри çынсем», – терӗ ТР Премьер-министр çумӗ – ТР Министрсен Кабинечӗн аппарат ертӳçи Шамиль Гафаров Правительство Çуртӗнче октябрӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ брифингра.
Камсем килеççӗ Хусанта пулакан БРИКС саммитне, кампа тӗл пулма палăртнă ТР Раисӗ Рустам Минниханов, мероприятие пула хулара мӗнле чарусем пулӗç, мӗнлерех йӗр тата пӗлтерӗш хăварӗ республика историне çак пысăк мероприяти? Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатрӗç брифингра.
Спикерсен шутӗнче ТР Раисӗн администраци ертӳçин çумӗ – ТР Раисӗн Эксперт департаменчӗн ертӳçи Игорь Савельев, Хусан хулин Ӗçтăвком ертӳçи Рустем Гафаров, ШӖМ Тутарстанри управленийӗн полици пуçлăхӗн çумӗ, полици полковникӗ Александр Мищихин, «Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ» АНО генеральнăй директорӗ Максим Денисов пулчӗç.
ООНран та килеççӗ
Шамиль Гафаров сăмахӗпе, ют çӗршывсен делегацийӗсемсӗр пуçне Хусана халăхсен хушшинчи 6 организаци килмелле. Çавсен шутӗнче пӗрремӗш хут Тутарстана ООН генеральнăй секретарӗ Антониу Гутерриш килни пысăк пулăм. «Çывăх вăхăтра çӗршывра кун пек пысăк событисем пуласси курăнмасть. Çавăнпа çак самантпа усă курса савăнса юлмаллла – хамăр çакăн пек пысăк мероприятин пайӗ пулнипе», – терӗ мăнаçланса Министрсен Кабинечӗн аппарат ертӳçи.
Саммит программине кӗнӗ мероприятисем «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче, Хусан Кремлӗнче, Ратушăра иртеççӗ. Хăнасене вырнаçтарма 86 объект хатӗрленӗ. Çав шутран 57-шӗ хăна çурчӗсем, ыттисем санаторисемпе общежитисем.
Çӗнӗ Савиновăпа Советски районсене çыхăнтаракан Миллениум кӗперӗн çыранӗнче çу тăршшӗпе хӗрӳ ӗç пычӗ. Президент шайри отельсем кăмпа пек ӳссе ларчӗç кӗске вăхăтра. Шанманччӗ вӗсене туса пӗтерессе. Пӗтерчӗç. Октябрӗн 15-мӗшӗнче журналистсем валли ятарласа пресс-тур ирттерсе кăтартса çӳрерӗç.
Чăрмантарни вăхăтлăха – еткерӗ ӗмӗрлӗхе
Игорь Савельев палăртнă тăрăх, БРИКСран Хусана пысăк еткер юлать.
«Универсиада ирттерес умӗн пирӗн нумайăшӗ çукчӗ. Çулсен, тӗрлӗ объектсен строительстви хула çыннисене чăрмантарчӗ, тарăхтарчӗ те пулӗ малтанласа, çӳреме кансӗрленипе. Анчах ку та питӗ хăвăрт иртсе кайрӗ. Халӗ Универсиадăран юлнипе пурте усă курса савăнса пурăнатпăр. БРИКС хыççăн та çаплах пулӗ», – терӗ ТР Раисӗн администраци ертӳçин çумӗ.
Ун сăмахӗпе, саммит программипе ТР Раисӗн тӗрлӗ тӗлпулусем иртмелле. РФ Президенчӗ Владимир Путинпа пӗрле тӗрлӗ çӗре хутшăннисӗр пуçне уйрăммăн та ют çӗршывсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулмалла.
«Халӗ эпир график йӗркелессипе ӗçлетпӗр. Тутарстан тӗнчешӗн интереслӗ. Çӗршывсем пирӗнпе хутшăнасшăн. Республика Раисӗ патшалăх пуçлăхӗсемпе тӗл пулать пуль тетпӗр. Паллах, ӗç графикне Мускав пăхса тухать малтан. Халӗ вӗсем ырласа йышăнасса кӗтетпӗр», – терӗ спикер.
Игорь Савельев палăртнă тăрăх, БРИКС çӗршывсемпе туслă çыхăнусене çирӗплетнисӗр пуçне çӗннисене йӗркелеме пулăшать. Вăл тулашри çыхăнусене анлăлатма, республика таварӗсене экспорта кăларма, çӗнӗ технологисене илӗртме, логистика, спортпа çамрăксен ӗçӗсен, культура сферисенчи çыхăнусене çирӗплетме тивӗç.
Чарусем
Паллă ӗнтӗ, мероприяти питӗ те пӗлтерӗшли, пысăк шайри. Çавăнпа хăрушсăрлăх чи тӗп вырăнта. Хусана килекен çӗршыв ертӳçисене кăна мар, мӗнпур хула, республика çыннисене хăрушсăрлăхпа тивӗçтермелле. Çавна май ТР Раисӗн указӗпе октябрӗн 22-24-мӗшӗсем ТР ӗç тăвакан власть органӗсенче патшалăх граждан службинче ӗçлекенсемшӗн канмалли кунсем пулаççӗ. Аслă шкулсемпе вăтам профессилле вӗрентӳ учрежденийӗсем дистанцилле вӗренӳ çине куçаççӗ. Çак режима октябрӗн 7-мӗшӗнчех куçнă, 27-мӗшӗнчен вара каллех йышăннă йӗркепе вӗренме пуçлаççӗ.
Хусанти шкулсенче вӗренекенсен те кӗрхи каникулӗ эрне малараха куçса октябрӗн 21-28-мӗшӗсенче пулать.
Полици пуçлăхӗн çумӗ БРИКС вăхăтне кӗрекен чарусем пирки каларӗ. Ун сăмахӗпе, саммит мероприятийӗсен объекчӗсем таврашӗнчи хула парковкисене хупаççӗ. Çавăнпа центра хула транспорчӗпе кайсан меллӗрех пулӗ.
«БРИКС вăхăтӗнче хăш-пӗр чарусене çул-йӗр лару-тăрăвне пăхса кăна ӗçе кӳртӗç. Хулана мӗн чухлӗ хăна килмеллине шута илсен, çул çинче чăрмавсем пулаççех. Çавăнпа ӗçпе унта-кунта тухса çӳрессине, маршрута маларах планламалла. Ăçтан, мӗнле каймаллине», – терӗ Александр Мищихин.
Рустем Гафаров сăмахӗпе, БРИКСа хатӗрленнӗ май хула инфраструктурине укçа-тенкӗ хывасси самай ӳснӗ. Çулсене юсаса тирпейлеме кăна 7,9 миллиард тенкӗ уйăрнă. Хăй енчен вăл та саммит вăхăтӗнче халăхсен хушшинчи протокол та, хăрушсăрлăх ыйтăвӗсем те асăннă чарусене кӗртме хистенине палăртрӗ. Унсăрăн май çук. Çавăнпа хула ертӳçисем бизнеспа коммерци тытăмӗсен ертӳçисене хăйсен сотрудникӗсене кӗске отпуска яма сӗнеççӗ.
Саммит вăхăтӗнче мӗнле урамсене автомашинăсене кӗртме чарнипе, автобуссен маршручӗсемпе тата ытти чарусемпе хулан официаллă сайтӗнче информаци вырнаçтарнă. Ыйтусем пулсан унта кӗрсе пăхмалла. Сăмах май, БРИКС мероприятийӗсем иртекен объектсен вырнаçнă урамсене самокатсемпе, велосипедсемпе кӗртме чараççӗ. Аэропорта та çак кунсенче электричкăпа кайма сӗнеççӗ. Сывлăх сыхлав учрежденийӗсем вара яланхи йӗркепех ӗçлӗç.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев