Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Спартакиадăра чăвашсем иккӗмӗш, ура!

Финалта пушкăрт çамрăкӗсен командине пурӗ те пӗр очко кăна выляса ячӗç. Сăмах май, кăçал унта пӗтӗмпе 9 команда хутшăнчӗ.

Июнӗн 2-3-мӗшӗсенче Хусанта ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейи тӗрлӗ халăх çамрăкӗсен хушшинче çулленхи наци спорчӗпе вăййисен спартакиадине ирттерчӗ. Яланхи пекех ăмăртусене чăваш çамрăкӗсем, тӗпрен илсен, ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хӗрӗсемпе каччисем (пурӗ 18 студент), хастар хутшăнчӗç. Хальхинче пирӗннисем футболра, волейболра тата сӗтел çи теннисра тупăшрӗç. Шел те, футболпа сӗтел çи теннисра ăнăçу пирӗн енче пулмарӗ, хӗрсемпе каччăсем питӗ тăрăшрӗç пулсан та малти вырăнсене тухаймарӗç. Калăпăр, футболистсене çанталăк нумай чăрмантарчӗ.

Çапах та волейболра пирӗн каччăсемпе хӗрсем хăйсене питӗ лайăх кăтартрӗç. Финалта пушкăрт çамрăкӗсен командине пурӗ те пӗр очко кăна выляса ячӗç. Сăмах май, кăçал унта пӗтӗмпе 9 команда хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче чăвашсем хисеплӗ иккӗмӗш вырăна тухни  питӗ лайăх, саламлатпăр, маттур! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана