Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тăван Çӗршыв Геройӗсен кунӗ Раççейшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм. Вăл ӗмӗрсене çыхăнтарать

Тутарстанăн 439 çынни Герой ята тивӗçнӗ. Вӗсенчен 353-шӗ СССР Геройӗсем, 51-шӗ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем, 35-шӗ – Раççей Федерацийӗн Геройӗсем. Çак шутран 16-шӗ паян сывă.

Декабрӗн 9-мӗшӗнче палăртакан Тăван Çӗршыв Геройӗсен кунӗ Раççейшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм. Вăл ӗмӗрсене çыхăнтарса тăрать – Георгиевски кавалерӗсенчен пуçласа паянхи паттăрсем таран. 2007 çулта законпа палăртма йышăннă уяв хăйне май астăвăм кунӗ те пулса тăрать. СССР Геройӗсене илес пулсан паян вӗсем хушшинче сыввисем юлман. Тутарстанăн 439 çынни Герой ята тивӗçнӗ. Вӗсенчен 353-шӗ СССР Геройӗсем, 51-шӗ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем, 35-шӗ – Раççей Федерацийӗн Геройӗсем. Çак шутран 16-шӗ паян сывă.  

«Геройсен кунӗ паянхи кун Раççей Федерацийӗнче çӗнӗ ăнлавпа çирӗпленчӗ – пирӗн граждансем, арçынсем ятарлă çар операцине хутшăннипе. Тăван Çӗршывăн Геройӗсем çинчен каласа Раççейӗн хӗç-пăшаллă вăйӗсем пирки кăна шутламастпăр. Фронта, патшалăх пурнăçлакан кăткăс задачăсене тӗрев парассипе ӗçлекен çирӗп тыл пирки те вăл. Социаллă ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсен кăтартăвӗнчен Раççейре пурăнакансенчен нумайăшӗ спорт, ӗç паттăрӗсемпе мăнаçланни курăнать», – терӗ ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра. Спикерсен шутӗнче ТР ӗçпе ӗçлӗх, социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров, «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина пулчӗç.   

Вице-премьер сăмахӗпе, Тутарстанăн хальхи историне илес пулсан савăнтаракан икӗ пулăм пур – икӗ çынна Ӗç Геройӗ ята пани. Çавсенчен пӗри Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗ, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, тепри –  «КАМАЗ» генеральнăй директорӗ Сергей Когогин. Иккӗмӗшне шăпах çак уяв умӗн – декабрӗн 2-мӗшӗнче Ӗç Геройӗ ята панă. Лейла Фазлеева сăмахӗпе, хуть хăш ӗмӗрте те çамрăк ăру паттăрсен тӗслӗхӗпе ӳсет. «Уяв умӗн е хыççăн та республикăра наука повесткипе çыхăннă мероприятисем пулаççӗ. Вăтам, аслă пӗлӳ вӗрентӳ учрежденийӗсенче наукăпа практика конференцийӗсем, çав шутра Наукăсен академийӗнче те иртеççӗ. 2025 çулхи мероприятисем Тутарстан аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ çынсемпе çыхăнчӗç. Патриотизмпа çыхăннисен шутӗнче «Зарница2.0» ăмăртăва асăнмалла. Пирӗн атьсем çӗнтерессишӗн пысăк хастарлăх кăтартрӗç. Тепӗр мероприятие асăнмасăр май çук – Геройсен кунӗ умӗн уçăлнă Раççейӗн çар аслă шкулӗсен куравӗ. Питӗ интереслӗ курав, унта çар шкулӗсен историйӗнчен пуçласа Тăван çӗршыва хӳтӗлессин системи аталанса кайни таран паллашма пулать», – терӗ Лейла Фазлеева.

Эльмира Зарипова Раççей Геройӗсене тивекен патшалăх пулăшăвӗсем çинче чарăнчӗ. Ку вăл уйăхсерен парăнакан тӳлеврен (Раççейре вăл 98 1874 тенкӗпе танлашать) пуçласа пурăнмалли условисене лайăхлатасси таран. Унсăр пуçне вӗсен тӳлевсӗрех юрист пулăшăвне илме, санаторисенче канма, çӗр пайӗ илме, шăл протезне ларттарма тата ытти льготăсемпе усă курма май пур.

Субъектсем хушшинче иртекен «Тăван çӗршывăн Геройӗсем» проект пурнăçланни пирки каласа министр Тутарстан «Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем çинчен астăвăма упраса хăварасси» номинацире призлă вырăнсене йышăннине палăртрӗ. «2018 çултанпа эпир çак проект хӳттинче 248 Раççей Геройне çӗнӗрен тупса палăртрăмăр. Хăшӗсем Тутарстанра вăхăтлăх пурăннă е урăх çӗртен куçса килнӗ. Чи кирли  вӗсем пурте республика аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ», – терӗ Эльмира Зарипова. Геройсен ячӗсене упраса хăварассипе çыхăннă мероприятисен шутне вӗсене халалласа юнармеецсен отрячӗсене,  урам ячӗсене пани, мемориаллă комплекссем, музейсем уçни, асăну хăмисем вырнаçтарни кӗрет.

Ӗç министрӗ республикăра ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсен  ассоциацийӗ ӗçленине те палăртса хăварчӗ. Ăна Владимир Майстренко йӗркелесе ертсе пырать. Обществăлла организаци СВО ветеранӗсене социализацилесси енӗпе, çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе пысăк ӗçсем туса пырать. «2026 çул Çар тата ӗç мăнаçлăхӗн çулталăкӗ паллипе иртӗ. Халӗ йӗркелӳ комитетне тăвассипе ӗç активлă пырать. Мӗнпур министерствосемпе ведомствăсем, муниципаллă йӗркеленӳсем ăна чыслă ирттерсе ярассипе çулталăк планне тăвассипе ӗçлеççӗ», – терӗ сăмаха вӗçлесе Эльмира Зарипова.

Азат Кадыров хăй ертсе пыракан министерствăн Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен çулталăкӗнче тунă ӗçӗсене пӗтӗмлетсе республикăра 400 ытла мероприяти ирттерние каларӗ. Унта хутшăннă ача-пăчапа çамрăксен шучӗ 180 пин ытла. «Ачасемпе тата çамрăксемпе ӗçлессинче эпир наставничество ӗçне пысăк тимлӗх уйăратпăр. Кăçал Хусанта «Быть, а не казаться» Пӗтӗм Раççейри наставниксен конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Вăл РФ Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тӗрев панипе иртет. «Батырлар» йӗркеленӳпе те тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Çуллахи кану вăхăтӗнче лагерьсенче СВО ветеранӗсемпе тӗлпулусем иртрӗç», – пӗтӗмлетрӗ Азат Кадыров.

Гузел Удачина калаçăвӗ СВОна хутшăннисене пулăшу парасси çинчен пулчӗ. Вăл ертсе пыракан филиал паян Раççейӗпе те чи пысăккисен шутӗнче. «Пирӗн командăра 112 çын паян, вӗсем республикăри мӗнпур муниципаллă йӗркеленӳре пур. Тӗп пайӗ социаллă координаторсем, 95-ӗн вӗсем. Пирӗн тӗп задача – СВО ветеранӗсене, хамăрăн паттăрсене законпа тивӗçекен мӗнпур пулăшăва илме майсем туса парасси. Приоритетлисен шутӗнче – медицина пулăшăвӗ. СВО зонинчен таврăнакансене диспансеризаци тухма пулăшасси. Реабилитаци чи кирлӗ пулăшусенчен пӗри пулса тăрать. Нумайăшӗ йывăр суранланса, сусăрланса таврăнать. Вӗсене квалификациллӗ пур енлӗ медицина пулăшăвӗ кирлӗ, çав шутра клиника психологӗн пулăшăвӗ те», – палăртрӗ Гузель Удачина.

Тепӗр кирлӗ ен – ветерансене ӗçпе тивӗçтересси. Гузель Удачина каланă тăрăх, 77 процентне ӗçе вырнаçтарнă. Ыттисемпе çӗнӗ специальноçа вӗрентессипе ӗç пырать. Нумайăшӗ предприниматель ӗçӗпе интересленет. 200 ытла ветеран çак сферăра хăйне тупнă. 400 яхăн ветеран ӗçлӗх службинче консультаци пулăшăвне илнӗ. Тепӗр 245-шӗ «Батырлар» программа хӳттинче пӗлӳ илет. Спикер шантарнă тăрăх, вӗсене пурне те ӗçе вырнаçтарӗç. Паллă мероприятисен шутне Гузел Удачина «Абилимпикс» ăмăртăвӗсене кӗртрӗ. Тутарстанăн 16  финалисчӗ те Мускавра иртнӗ пӗтӗмлетӳ тапхăрӗнчен  медальсемпе таврăннă.  13 компетенципе иртнӗ ăмăртусем ветерансене питӗ хавхалантарнă. ТР Раисӗн Кубокӗ пирки те çавнах каламалла.

Çакăн йышши мероприятисем кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ, вӗсем СВО ветеранӗсене мирлӗ пурнăçа таврăнма, обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

Сăнӳкерчӗксем https://prav.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День Героев Отечества