Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Теччӗре туя туй пек тăваççӗ

Иртнӗ канмалли кунсенче Теччӗри ЗАГСра пӗрлешнӗ Пухтел каччипе Петрпа Кильдюшевăри Василинăна асра хăвармалăх та пур. Çамрăк мăшăра саламлама ятарласах каччă енчисем – чăвашла, кильдюшевăсем мăкшăлла тăхăнса килнӗ. Çапла майпа тепӗр хутăш çемье чăмăртанчӗ кунта.

Петрпа Василина ыттисенчен урăхларах туй туса пӗрлешме ӗнер-паян кăна шутламан, «Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, пӗр-пӗрне вӗсем 9 çул пӗлеççӗ.

– Хам эп Кильдюшевăран, мăшăрăм Пухтелрен. Хусанта пурăнатпăр эпир. Мăшăрăм ман çар çынни, нумай пулмасть кăна-ха ятарлă çар операцийӗнчен командировкăран таврăнчӗ. Уншăн çав тери пăшăрхантăм, таврăнасса куç пек кӗтрӗм.Таврăнсан çав тери хытă савăнтăм»,– тет Василина хăйсемпе кăштах паллаштарса. Теччӗ – нумай нациллӗ район. Хутăш çемьесем кунта çӗнӗлӗх мар. Петр та акă – чăваш каччи, Василина вара  – мăкшă хӗрӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне юратса пӗрлешеççӗ. Çамрăксене саламламашкăн тăванӗсем хăйсен наци тумӗсемпе килни çемье уявне тата хитререх кăна тунă.

– Паян пирӗн çемье йӗркеленчӗ кăна мар, темиçе хут ӳсрӗ те. Эпир ытти халăхсене хисеплеме хăнăхнă çынсем, халӗ акă хамăр та вӗсен пӗр пайӗ. Пирӗн çемьесем тăванлашрӗç, тăвансен шучӗ хушăнчӗ. Паллах, атте-аннесене, асатте-асаннесене, кукамай-кукаçисене, пичче-аппасемпе вӗсен ачисене савăнтарса хамăр та ăрăва малалла тăсма шутлатпăр, – савăнăçлăн пӗлтерет тин кăна пӗрлешнӗ мăшăр. Петрпа Василинăна пӗрлешнӗ ятпа эпир те чӗререн саламласа темӗн пысăкăш телей, юрату тата сак тулли ача-пăчаллă пулма сунатпăр! (Сăнӳкерчӗксем ГалинаТазетдинован)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев