Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вера Кожеманова Крымра юрларӗ

Сентябрӗн 14-17-мӗшӗсенче Севастопольте чăваш культурин кунӗсем иртрӗç. 

Чăваш наци конгресӗ кăçал федераллă грант проекчӗпе Санкт-Петербургра, Тюменьре, Юграра, Пенза облаçӗнче ирттернӗ «Раççей халăхӗсен нумай нациллӗ культури» марафона çак кунсенче малалла тăсрӗ, хальхинче Крым Республикинче. Сентябрӗн 14-17-мӗшӗсенче кунта чăваш культурин кунӗсем иртрӗç. 

Темиçе куна тăсăлнă мероприятин программи анлă пулнине хыпарлать ЧНК пресс-служби: «Халăхсен наци пуянлăхӗ – Раççей пуянлăхӗ» проектăн йӗркелӳ комитечӗ Севастопольти наципе культура пӗрлешӗвӗсен, Ялтăпа Симферопольти чăваш пӗрлешӗвӗсен представителӗсемпе пӗрле çавра сӗтел ирттернӗ, Севастополь çыннисемпе хăнисем валли ЧНК ал ӗç тата ташă ăстисем мастер-классем йӗркеленӗ. Июлӗн 16-мӗшӗнче вара чăваш çамрăкӗсем хура тинӗс хӗрринче чăвашла флешмоб та ирттернӗ.

Крым Республикинчи чăваш культурин кунӗсене ЧНК делегацийӗсӗр пуçне Тутарстанри, Саратоври тата Мускаври чăваш пӗрлешӗвӗсен представителӗсем те хутшăннă. Тутарстанран культура кунӗсене çамрăк юрăç Вера Кожеманова хутшăнчӗ. Аса илтеретпӗр, вăл çак тивӗçе кăçал Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раççейри чăваш юррин «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗнче пӗрремӗш вырăна çӗнсе илсе тивӗçнӗччӗ. Вера Кожеманова та ытти артистсемпе пӗрле Севастопольти «Эстрада приморского бульвара» культурăпа кану паркӗнче йӗркеленӗ сцена çинче Крым çыннисене хăйӗн юррисемпе савăнтарчӗ. (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России