Вӗлле хурчӗсен паян "десантник кунӗ"
Утарҫӑчем пыл илнӗ кунсенче хӑш-пӗр ялсенче килтен тухма ҫук
Аван ӗнтӗ килте пыл пулсан. Уйрӑмах кӑҫалхи, уйрӑмах ҫӑка пылӗ. Ӑснӑ кашӑкран янтарь юхать-им – ылтӑн тӗслӗ ҫӑра пыл, валакран шыв сикнӗ пекех, авӑнса та ҫаврӑнса, хӑш чух хулӑн пир татӑкӗ пек ҫавӑта пуҫтарӑнать. Ҫуллахи чечексен шӑршийӗ пӳлӗме сӑрӑлнӑ майӑн ҫак ӳкерчӗке темӗнччен сӑнаса ларас килет. Паян пыл Сӑпасӗ! Саламлатпӑр сире, юлташсем. Ҫак кун ҫӗнӗ пыла ах тур тутанса пӑхас килет. Анчах чӳречӗне е алӑкна хупмарӑн-тӑк, ҫунатлӑ тавӑракансене кӗтсех тӑр. Хуртсем магазинӗнчен вӑрланӑ пылне шырама тытӑнаҫҫӗ. Утарҫӑ кӳршинче пурӑнатӑн-и, е инҫерех – хӗрхенӳ ан кӗт. Генерала та, салтака та уйӑрмаҫҫӗ дымарь сӗрӗмӗнчен урӑлса ӗлкӗреймен салтаксем. Урнӑ десантниксене аса илтереҫҫӗ хӑш чух сӑмса ҫывӑхӗнче хаяррӑн сӗрлекен "сарӑ тельняшкӑллисем".
Тута хӑпартмалли ботекс шутласа кӑларичченех пӗлеҫҫӗ пыл юратакан ял хӗрӗсем кӳптӗрме-тута мӗнлерех пулнине. Эпир вара пыла усӑллӑ пулнӑшӑн юрататпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев