Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусанта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнине палăртакан Асăнупа хурлану кунне паллă турӗç

Асăнупа хурлану кунне халалланă мероприятисем паян çӗршывӗпех – кашни хулапа ялра иртеççӗ. Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче Ӗмӗрлӗх çулăм умне чечек кăшăлӗсем хучӗç.

85 çул каялла, июнӗн 22-мӗшӗнче, пирӗн çӗршыв çине фашистла Германи варварла тапăнса кӗнӗ. Вăрçăн пӗрремӗш хаяр çапăçăвӗсем Брестра пуçланнă. Майăн 24-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Беларуçа кайсан Тутарстан делегацийӗ Брест крепоçне çитсе килсе асăнса чечексем хунăччӗ.

Паян вара Асăнупа хурлану кунӗнче республика ертӳçи МАХри хăйӗн каналӗнче 85 çул каялла Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи пуçланнине тата çӗнтерӳçӗ ӑрӑвăн паттӑрлӑхне аса илнӗ.

Рустам Минниханов 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче тăшман ир-ирех вăрă-хурахла Совет Союзне тапăнса кӗнине, çак кун миллионшар çыннӑн кун-çулне улӑштарнине палăртнӑ.

«Паян çӗршывра пурӑнакансем çӗнтерӳçӗ ӑру умӗнче пуç таяççӗ, эпир вӗсен халалӗсене, Тӑван çӗршывшӑн пурнӑçне панине ӗмӗр асра тытăпăр. Историн чи йывӑр саманчӗсенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа çирӗплӗх ӗмӗрлӗхех пулас ӑрусемшӗн кӑмӑл-сипет ориентирӗ тата патриотизмăн чи лайăх тӗслӗхӗ пулса юлӗç», – тенӗ  Тутарстан Раисӗ.

Асăнупа хурлану кунне халалланă мероприятисем паян çӗршывӗпех – кашни хулапа ялра иртеççӗ. Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче Ӗмӗрлӗх çулăм умне чечек кăшăлӗсем хучӗç. Унта власть органӗсен представителӗсем, ветерансем, çар çыннисемпе хула çыннисем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче ТР Премьер-министрӗн пӗрремӗш çумӗ Рустам Нигматуллин, РФ Геройӗ, генерал-полковник Александр Лапин, генерал-майор Александр Бородин, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров, ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова тата ыттисем.  

Çӗрле вара кунта вăрçă паттăрӗсене асăнса 40 000 çурта çутрӗç. Çулăмран вара Совет Союзӗн Геройӗн Петр Гавриловăн сăнарӗ пуçтарăнчӗ. Вăл шăпах ӗнтӗ Брест крепоçне хӳтӗленӗ çӗре хутшăннă пулнă.

Паян каçпа вара 21:30 сехетрен пуçласа 23:00 сехетчен Хусан хулин телебашни хӗрлӗ тӗспе çуталса ун çине «22 июня – День памяти и скорби. Никто не забыт, ничто не забыто» тесе çырни Георгиевски хăюпа тата Ӗмӗрлӗх çулăм сăнарӗсемпе пӗрле тухӗ.

Çулсем иртеççӗ, анчах çав хăрушă вăрçă манăнмасть. 27 миллионăн ӗмӗрӗ татăлнă çав хаяр тапхăрта. Калама кăна вӗт... 27 миллион çыннăн, çав шутра çамрăк атьсен, вăйпитти арçынсен, ачасемпе çамрăксен, ваттисен пурнăçӗ, çемье телейӗпе çыхăннă чи çутă ӗмӗчӗсем татăлнă. Питӗ пысăк хак панă паттăрла ăру пирӗн çутă пуласлăхшăн, çӗр çинчи тăнăçлăхшăн. Пирӗн тивӗç – кашни ветеран, кашни салтак ятне ӗмӗр-ӗмӗр асра тытасси, сума суса пуç таясси.  

Михаил Захаров («Татар-информ») тата https://rais.tatarstan.ru сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #День памяти и скорби