Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

05.03 – 11.03.Тарасасен юлташсене йăлт каласа памалла мар

ТАКА 21.III - 20.IV Çитес уяв эрнинче кӗтни пурнăçланмасса та пултарать, çавăнпа ытлашши ӗмӗтленмесен те юрӗ. Кăмăла çӗклес килет-тӗк, хăвăрăнах тăрăшма тивет. Ку вăхăтра канма кайсан аванрах пулӗ. Тӗп вырăнта çывăх тăвансем пулӗç, вӗсене яланхинчен ытларах пулăшма тивӗ. Укçа-тенкӗ енӗпе кӗтни пулмӗ, хăшӗсем ӗç улăштарасси пирки шутлама пуçлӗç. ВĂКĂР 21.IV...

ТАКА 21.III - 20.IV

Çитес уяв эрнинче кӗтни пурнăçланмасса та пултарать, çавăнпа ытлашши ӗмӗтленмесен те юрӗ. Кăмăла çӗклес килет-тӗк, хăвăрăнах тăрăшма тивет. Ку вăхăтра канма кайсан аванрах пулӗ. Тӗп вырăнта çывăх тăвансем пулӗç, вӗсене яланхинчен ытларах пулăшма тивӗ. Укçа-тенкӗ енӗпе кӗтни пулмӗ, хăшӗсем ӗç улăштарасси пирки шутлама пуçлӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Чӗрӗлме пуçлатăр, çуркуннехи кăмăл вăраннипе хӗллехи проблемăсенчен хăтăлатăр. Тахçанах кӗтнӗ тӗлпулу пулӗ. Пурнăçра юрату пӗрремӗш вырăна тухнипе чечекленсех каятăр. Ӗç кăштах кăмăла пăсӗ, кунта хăюллă утăмсем тумалла. Пӗрре пăхсан сире килсех кайман ӗç сӗнеççӗ, килӗшӗр - ӗçӗ юрăхлă пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку вăхăта ӗç нумайланса кайнă, уявсем аванах чăрмантарӗç. Сăмах панине тытма питӗ йывăр пулӗ. Аçăр-аннӗр те кирлӗ ыйтăва татса панă çӗрте пулăшасса шанать. Çавах уяв кунӗсем ырă пулӗç, кӗтмен сӗнӳсем илетӗр. Лару-тăру романтикăлла пулӗ.

РАК 22.VI - 22.VII

Пурнăçăр темле тӗлӗнмелле мыскарасемпе тулӗ. Ахаль чух лăпкăскерсен, ку кунсенче пурнăçăр йăлт улшăнма пултарать. Пӗчченнисем хăюллăнах килӗшнӗ çынна çавăрма пултараççӗ. Юрату капкăнӗнче ӗç пирки те манатăр. Пуçлăх кăмăлсăрланма пултарӗ, банкпа проблемăсем сиксе тухӗç, çавах парăма ан кӗрӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнери уява килтен аякра ирттерме шутлатăр. Сире тинтерех пуçланнă юратуллă хутшăнусем хумхантараççӗ. Ӗçри пӗчӗк проблемăсене эрне пуçламăшӗнчех татса пама тытăнатăр. Меллӗ мар лару-тăрусенчен хăвăрт çăлăнса тухаятăр. Укçа-тенкӗ енӗпе кăшт тăкăсрах пулӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Ку эрне сирӗншӗн пит ăнăçлах мар. Пурнăçăра лайăх енне улăштарас тесе вăй хурсан та пулса пӗтмест хальлӗхе. Уяв кунӗсенче кăшт канма тăрăшăр, халӗ çывăх çынпа хутшăнусене майлаштарма чи лайăх самант. Нумая ан кӗтӗр, çавах ырри те сахал пулмӗ, эрне вӗçне кăмăл лайăхланӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Хăвăр таврашра сире хирӗç тăракансем палăраççӗ, кам-тăр хытах ăмсанать. Кун пирки лайăх шутлăр, юлташăрсене те йăлт каласа памалла мар. Çынсемпе сахалрах хутшăнăр. Хăшӗсен çӗнӗ савни тупма шанăç пур. Укçа-тенкӗ енчен вара ăнать, ӗмӗтленнӗ япалана туянма пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Тинех сывласа яма пултаратăр, пуçăннă проекта вӗçлени кӗтнӗ тупăша илме пулăшӗ. Пуçлăхсем те сирӗнпе кăмăллă, ӗмӗтленнӗ должноçа йышăнма пултаратăр. Ытлашши ӗçленипе савни е мăшăр кӳренме пăхӗ. Пуçаруллăрах пулса хăвăр пӗрремӗш утăм туни те пăсмасть.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере пурнăçра улшăнусем пулмӗç, уяв кăмăлӗ те çукрах. Хăш-пӗрисем канмаллисенче те ӗçе тухас тейӗç. Эрне варринче ăнсăртран çула тухма пултаратăр. Спортпа аппаланатăр пулсан, асăрхануллăрах пулăр, ытлашши нагрузка сывлăхшăн сиенлӗ. Вырсарникун чăркăшланса хирӗçме пултаратăр, çавăнпа килте ларсан аванрах.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Мӗнле те пулин проблема канăçсăрлантарнă-тăк, кӗçех вăл йӗрсӗр çухалӗ. Ӗçлесе илнӗ укçа-тенкӗпе тӗрӗс усă куратăр, çакă пӗр вăхăт пӗр хуйхăсăр пурăнма май парӗ. Юратура çемçе те уçă кăмăллă пулнăран куç хывнă çынна илӗртеетӗр. Канмаллисенче нумайăшне ашшӗ-амăшне е тăванӗсене пулăшма тивӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрнере маларах планласа хумасăр пурăнатăр, çавах ку чухне плансем тусан аванрах. Кам-тăр хирӗçтерме пăхӗ. Ӗçе вӗçлеменни уяв кунӗсенче шухăша татса канма мешетлет. Юратнă çынпа та эсир хăвăр пек мар, çавăнпа тӗлпулусене урăх вăхăта куçарма тăрăшăр. Эрне вӗçӗнче лару-тăру майлашăнма тытăнӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Планласа хунă ӗçсене хăварса эрнене хăвăра кирлӗ пек пуçлăр. Уяв кунӗсем çумне отгул илсе пӗчӗк отпуск тусан та юрӗ, пуçлăхсем те хирӗç пулмӗç. Вăхăта çемьепе е юратнă çынпа ирттерме тăрăшăр, савни алă çинче йăтса çӳренӗ чух уйрăмах. Ку эрне çулталăкӗпе те чи лайăххи пулма пултарӗ, кӗçех улшăнусем пуласса хăвăр та сисетӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев