Ăнсăртран тӗл пулнă çынсем, иртен-çӳренрен, радиоран илтнӗ сăмахсем тахçан пулнă ӗçсене аса илтереççӗ
Юнкун «çын аллипе кăвар туртакансен» серепине лекесрен асăрханмалла.
ТАКА 21.III – 20.IV
Тунтикун такам çурăм хыçӗнче йӗкӗлтесе кулни сире кӳрентермест, малашнехи çитӗнӳсен хăйне май трамплинӗ пулса тăрать. Юнкун столовăйӗнче апатланнă вăхăтра калаçни ларура сӳтсе явнинчен те ирттерет.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ытларикун халь çеç каснă йывăç шăрши е çумăр хыççăнхи йӗпе çӗр шăрши сире канлӗх кӳрет, ӗçӗрти арăш-пирӗш лару-тăру та сахалрах пăшăрхантарать. Юнкун ӗçтешӗрсенчен кам сирӗн майлă, кам вырăнăра йышăнасшăннине ăнланса илетӗр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тунтикун çăлтăрсем туслăх çирӗплӗхне укçа-тенкӗпе тӗрӗслӗç – ыйтакана пулăшнă чух ан хӗрхенӗр, анчах ӗнсӗр çине ан лартăр. Кӗçнерникун курьерпа е таксистпа калаçни ӗçӗрти ыйтăва татса пама пулăшать.
РАК 22.VI – 22.VII
Тунтикун сирӗн туйӑмсем хумсене аса илтереççӗ: пӗрре капланса килсе çырантан тухаççӗ, тепре каялла чакса шыв тӗпне – чулсене, çӳп-çапа – кăтартаççӗ. Юнкун хуçалăхшăн туяннă япалана тăкак шутне ан кӗртӗр – канлӗхӗрӗн инвестицийӗ вăл.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Юнкун ирпе хăвăр маттур та пултаруллă пулни пирки иккӗленни хӗвел ансанах иртсе каять. Çын шучӗшӗн пынă мероприятире сирӗн спикер пулма тӳр килет. Кӗçнерникун çав тери илӗртӳллӗ проект сӗнекене тӗрӗслӗр – ултавçă е панкрут мар-и?
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Тунтикун вӗчӗрхенӳллӗ, хирӗçекен çынсенчен аяккарах пулма тăрăшмалла. Ытларикун укçа тупатăр: кӗсйӗрсене, сумка тӗпӗсене лайăхрах пăхăр. Юнкун автобусра пӗр пӗлмен çын ырă канаш парӗ, усă курмаллах унпа.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Пӗр вунă çул каяллах усă курнă рингтона илтни тунтикун савăнăçлă кунсене аса илтерет. Ытларикун кӗрекере çăлтăрсем шампанскипе сока арпаштарасран асăрхаттараççӗ. Юнкун сапăр та пулас килет, тӗрӗссине те куçран каламалла пек. Иккӗмӗшне суйласа илӗр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тунтикун пӗлӗшӗр пӗр пытармасăр хăй çинчен каласа пани сире аптратсах ярать. Ытларикун телефон кӗнекинче тахçан çырнисене пăхса тухмалла. Килӗртех çухалнă япалана тупма е пӗчӗк ачăр, е кушак-йытă пулăшӗ. Кӗçнерникун ултавçăсене çийӗнчех сисетӗр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Тунтикун тăруках эрӗм шăршине туйни имидж улăштарнипе вӗçленет. Ытларикун хăвăр кăшт айăплă пулсан та каçару ыйтма тивет. Юнкун кунӗпех шăнкăравсем, спамсем илетӗр, вӗсен хушшинче питӗ кирлӗ ӗçлӗ сӗнӳ те пулать, тимлӗр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ытларикун холодильник кӗрлевӗпе вăранатăр, кун вӗçленнӗ çӗре хуçалăх техникине çеç мар, пурнăçăра та юсама вăхăт çитнине ăнланатăр. Кӗçнерникун пуçлăхăр е хăвăртан самай аслă тăванăр хăйӗн авторитечӗпе «пусарма» хăтланӗ. Ан парăнăр, кăшт тăхтасан хăйех лăпланать.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Балконра, чăланта йӗрке тума меллӗ вăхăт. Такам перфекционист пулнипе ӗçӗр самай чăхăмлать. Харпăрлăхпа çыхăннă документсене темиçе хут, тӗплӗн пăхса тухăр. Халиччен хирӗçсе пурăннă çынпа шăматкунччен мирлешетӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Тунтикун иккӗленнисем хăвăрт сирӗлеççӗ. Ытларикун хăвăрăн интуицине итлесе урăх еннелле каятăр – çул çинче тахçантанпа курман пӗлӗшӗрпе тӗл пулатăр. Юнкун пӗр пек цифрăллă машина номерӗсене, сехете сăнăр – шăпа сире темӗн систересшӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев