Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çак кунсенче уйрăмах сапăр пулăр, пуринпе те туслă пурăнăр

Эрнелӗх гороскоп 24.07 – 30.07

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере хăнана чӗнсен каймаллах: кирлӗ çынсемпе паллашатăр, çӗнӗ туссем тупатăр. Юратнă çыннăрсемпе татулăх çук, анчах кун пирки кулянма кирлӗ мар, йăлт йӗркеллӗ пулӗ. Çине тăма пӗлни аван, анчах çак кунсенче айккине пăрăнсан сирӗншӗн лайăхрах. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Планетăсем сире ăнăçу кӳресшӗнех çапла вырнаçса тухнă курăнать çак кунсенче. Хуть мӗнле ӗç патне те аллăр пырать – темӗнле кăткăс пулсан та туххăмрах пурнăçлатăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçлӗ тӗлпулусем пысăк тупăш кӳрӗç. Творчество çыннисемпе  пирӗштийӗ пӗрлех пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Эмоцисен авăрне лекетӗр – пуçа çухатмаллах юратса пăрахасси те, вак-тӗвекшӗнех тарăхса хутшăнусене татасси те, пӗчӗк сăлтавшăнах хӗпӗртесе савăнасси те кун йӗркинче. Çапла пулин те сире çăлтăрсем виçерен тухмалла маррине аса илтереççӗ.  

РАК 22.VI-22.VII 

Ӗçтешӗрсем çак кунсенче эсир хуть мӗнле ушкăна та «чун кӗртме» пултарассине тепӗр хут курса ӗненӗç. Сирӗн ăшă кăмăлăр, ырă чӗрӗр такама та йăпатӗ, аваннине шанма пулăшӗ. Анчах çак кунсенче эрех-сăрапа ан иртӗхӗр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Пурнăç акăш-макăш улшăнса пыни сире хастартарах пулма хистет. Арçынсен пысăк тупăш илессишӗн ултав çулӗ çине тăмалла мар. Хӗрарăмсем финанс ыйтăвӗсене ăнăçлăн татса параççӗ, анчах çемйинчи хутшăнăвӗсем пăсăлаççӗ.  

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Çак кунсенче уйрăмах сапăр пулăр, пуринпе те туслă пурăнăр, çапла тусан çăлтăрсем сирӗнпе тата ырăрах пулӗç. Пурăнма хăват кирлӗ-тӗк, пӗр-пӗр курава е кинона тухса кӗрӗр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Хӗрарăмсем çак эрнере хăйсене нихăçанхинчен хăватлă, пултаруллă туяççӗ. Ахальтен мар таврари çынсем пӗр вӗсене çеç тимлеççӗ. Арçынсенчен чылайăшӗ тахçанхи пӗлӗшӗпе тӗл пулать, иртнӗ кӳренӳсене аса илмесӗр вăхăта лайăх ирттерет. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Хăвăрта иксӗлми вăй-хал туятăр,çавăнпах кăмăлăр та çӗкленӳллӗ, кулленхи ӗçсене те çăмăллăн пурнăçлатăр. Хӗрарăмсен арçынсемпе, арçынсен хӗрарăмсемпе хутшăнусенче килӗшӳ хуçаланать, ӗç тунă чух пӗр-пӗрне тӗрев паратăр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Ку эрнери ыйтусем пӗтӗмпе ӗçпе, услампа çыхăннă. Ӗçлӗ çулçӳревсенче кирлӗ хутсене алă пусма тӳр килет, çӗнӗ çынсемпе тупăш кӳрекен контрактсем тăватăр. Ӗçӗ нумай, анчах эсир ăна çăмăллăн, вылянă пек пурнăçлатăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Умра улшăнусем, кăшт та ан шикленӗр вӗсенчен. Имиджа çӗнетӗр, пурнăçăр пахалăхне çӗклӗр, ӗç вырăнне улăштарни те усăллă пулӗ, çемйӗрте хутшăнусене ырăрах тăвăр. Усламçăсем ытларах тупăш илме пуçлаççӗ, анчах асра тытăр – вăйран кайиччен ӗçлени сывлăха хавшатать.  

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Эрне çăмăл иртмӗ, анчах ку тапхăрти йывăрлăх сире усă кӳрӗ. Хăвăра кăшт çăмăлтарах пултăр тесен çӗнӗ ӗçсене пуçăнмалла мар. Халичченхинчен тимлӗрех, асăрхануллăрах пулăр, инçе çула ан тухăр. Çӗнӗ çынсемпе паллашма, вӗренме, уçăлса çӳреме меллӗ вăхăт. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Халь çăлтăрсем сире çӗнӗ идейăсемпе, интереслӗ плансемпе илӗртеççӗ, анчах вӗсене пурнăçлама пулăшмаççӗ – хăвăрăн çине тăма тивет.  Çӗнӗ роман вăхăтлăх кăна  – ытлашши ан калаçăр, нимӗн те ан шантарăр.  Хӗрарăмсен тупăш ӳсет, çакăнпа пӗрлех чун пушаннине сисеççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев