Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Çак кунсенче зодиакăн пур паллин те лару-тăрăва тӗрӗс хаклама тăрăшмалла

Ку эрнере пысăк проектсене пуçăнмалла мар – ӗçе вӗçлеме май килмӗ. Проект пирӗншӗн шăпа пӳрни-тӗк, ăна хамăрах пурнăçлăпăр, каярах. Хӗрарăмсене романтикăлла тӗлпулу кӗтет. Арçынсен парăмӗсене татма васкамалла.

ТАКА 21.III – 20.IV 
Пуçлăхпа ăнăçлăн калаçни сире хавхалантарать. Çакăн хыççăн е ӗç укçи, е тупăш ӳсме пултарӗ. Тӗрлӗ инстанцисене кайсан ыйтăвăра ăнăçлăн татса паратăр. Ӗç коллективӗнче пӗр-пӗрне ăнланманнипе хирӗçӳсем тухаççӗ-тӗк, куçа-куçăн калаçса килӗшӳ патне çитме çăмăлрах.
 
ВĂКĂР 21.IV – 20.V 
Нумай вăхăта тăсăлакан контрактсене алă пусма ăнăçлă вăхăт мар халь. Вӗсене йӗркеллӗн пурнăçласси пулмӗ – хирӗçӳсемпе, хумханусемпе, тарăхусемпе, усăсăр укçа-тенкӗ тăкаклассипе çыхăнӗ вăл. Иккӗленӳ пулсан ӗçе малалла илсе пымалла мар.
 
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 
Эрне пуçламăшӗнче укçа-тенкӗ тăкакӗсем (тен, çухатăвӗ те) кăмăлăра хуçӗç. Çăлтăрсем сире халь инвестицисем вырнаçтарма хушмаççӗ. Çывăх çынсемпе хутшăнусем пăсăласси планетăсем пӗр-пӗринпе «хирӗçнипе» çыхăннă.
 
РАК 22.VI – 22.VII 
Килӗшӳ тума майсем шыраманни, уйрăмах, пуçлăхпа, патшалăх органӗсемпе хутшăннă чух кутăнлашни ыйтусене татса пама май памасть. Хăвăра çакăн пекех тыткаласан, çынна пӳлмесӗр итлеме пӗлмесен ку эрнере чăрмавсене çӗнтересси пулмӗ.
 
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 
Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт ку эрне: сутăр, туянăр, арендăна парăр. Юсав ӗçӗсене пуçăнма та юрать. Кӗçнерникунтан çемьене ытларах тимлӗх уйăрăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX 
Ӗçлӗ паллашусем усăллă пулӗç – финанс пулăшăвӗ кӳрес, ӗçре авторитетăра ӳстерес енӗпе. Таврари çынсем мӗн каланине тимлӗн итлӗр, илтнӗ хыпар ӳлӗм ӗçре пулăшӗ. 
 
ТАРАСА 23.IX – 23.X 
Йышăну тунă чух васкамалла мар.  Хирӗçӳ сăлтавне пӗлмесӗр пӗр-пӗр çын енне тăма ан васкăр. Хăвăр пурнăçласси пирки иккӗленетӗр пулсан сăмах ан парăр. Çак кунсенче çынсемпе сахалрах калаçмалла.
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI 
Ӗç улăштарас текенсемшӗн ăнăçлă ку эрне. Эсир çынсемпе хутшăнма хавас пулни, вăй-хăватăр ыттисене магнит пек туртать. Çӗнӗ çынсемпе паллашатăр, ӳлӗм пулăшу паракан сумлă çынсем те пулӗç вӗсен хушшинче. 
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 
Паллашусемпе, романтикăлла приключенисемпе асра юлӗ эрне. Хăвăр валли уяв туни те аван, анчах эрех-сăрапа ан иртӗхӗр, кӳпӗниччен ан çийӗр. Вăхăта çакăн пек ирттерни çивӗч ыйтусем çине урăхла пăхма пулăшӗ, вӗсене татса пама май парӗ.
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 
Çӗнӗ должность çинчен ӗмӗтленекенсен вăхăчӗ халь. Пуçлăха хăвăрăн пултарулăхăра кăтартмалла, пуринчен маттур пулнине ӗнентермелле. Ӗç хыççăн юлса ӗçлени те пулăшӗ. Коллективри хутшăнусене лайăхлатма тăрăшнине те асăрхӗç.
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 
Бизнесменсемшӗн пит ăнăçлă вăхăтах мар – партнерсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр, шутламан çӗртен тăкакланма тивет, палăртнă ӗçлӗ тӗлпулусене улăштаратăр. Халӗ сирӗн документсемпе питӗ тимлӗ пулмалла.
 
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 
Пултарулăхпа çыхăннă професси суйласа илнисемшӗн лайăх вăхăт. Хăвăрăн проектсемпе çитӗнӳ тăвас тесен вăхăта шавлă ушкăнсемпе канса ирттермелле мар, пӗччен юлса ӗçлемелле.

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп