Эрне пуçламăшӗ питӗ ăнăçлă пулӗ
Эрнелӗх гороскоп 30.11 – 06.12
TAКА 21.III – 20.IV
Нумайăшӗшӗн ку эрне кăткăсрах пулӗ: пурнăç тӗпрен улшăнма пултарать. Эрне варриччен парăмсене татма тивет, çав шутра финанспа çыхăнманнисене те. Сăмах тăвансен, çывăх çынсен проблемисем çинчен. Бизнесра тавлашусем пулма е укçа çухатма пултаратăр. Асăрханăр, çурăм хыçӗнче кавар тăвакансем тупăнӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Интереслӗ те тавлашуллă тапхăр пуçланать. Ӗçре çирӗп тӗллев пулмалла, унсăрăн вăй-хала усăсăр пӗтеретӗр. Тăрăшсан должноçпа та, ӗç укçине те ӳстерме пултарӗç. Эрне вӗçӗнче çемьепе пулма тăрăшăр. Тӗрлӗ мероприятисене çӳрени кăмăла пăснисӗр пуçне харпăр хаклава та чакарӗ. Пӗчченнисем шăпа пӳрнипе тӗл пулма пултараççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере вăй-хал тапса тăмасан та çăлтăрсем пулăшнипе карьерăпа ӳсме май пур. Ялан ырă кăмăллă пулни усăллă çыхăну йӗркелеме, юлташсен тӗревне туйма пулăшӗ. Хăвăрпа пӗр шухăшлисем сирӗн тавра нумай. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ кăшт айванрах. Тӗрлӗ аферăсене ан хутшăнăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрне пуçламăшӗ питӗ ăнăçлă пулӗ. Ӗçлӗ калаçусемпе тӗлпулусем ирттерме, спонсорсем тупма майлă вăхăт. Çăлтăрсем харпăр пултарулăха уçма, плансене пурнăçлама пулăшӗç. Пуçлăхсем те тăрăшнине асăрхаççех. Унта вара должноçпа ӳсесси те, пысăк ӗç укçи те инçе мар. Эрне вӗçӗнче маларах тунă йăнăша тӳрлетме тивӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере иммунитет хавшани сисӗнет. Кăмăл улшăнăвӗ хыççăн ан кайăр. Пӗтӗмлетӳсене васкаса тумасан хăвăра япăххинчен сыхласа хăваратăр. Йывăр вăхăтра ӗçри туссем пулăшӗç. Эрне варринче укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланӗ. Плансем улшăнма пултараççӗ. Юратури хутшăнусене аркатас темесен савние е мăшăра ан кӗвӗçӗр.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эрне пуçламăшӗ юлташсемпе тӗл пулма, тăвансемпе хутшăнусене çирӗплетме, плансене сӳтсе-явма аван вăхăт. Кӗске çулçӳревсем ăнаççӗ, ют çӗршывсене каяссине вара çывăх вăхăта хăварсан аванрах. Ӗмӗтсене пурнăçлама пултаратăр. Укçа-тенке çухатас мар тесен ӗçлӗ килӗшӳсем ан тăвăр. Урăх çӗре ӗçе вырнаçма та тăхтамалла.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетесси – ку эрнен тӗп ӗçӗ. Шалти сисӗме, çынсем çине витӗм кӳме пултарнине пула йăлт ăнса пырӗ. Юратнă çынпа хутшăнусене çирӗплетме ăнăçлă тапхăр, вăрçăннипе уйрăлас патне çитнисем те килӗштерӗç. Пулăмсем тăтăш улшăнса тăнипе психика кăшт аптрама пултарать.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Вăй-хал тапса тăрать, плансене, ӗмӗтсене пурнăçлама ăнăçлă тапхăр. Çемьери хутшăнусем те, харпăр пурнăç та лайăхланать. Савнилле çӳрекенсен ЗАГСа кайма тăхтамалла. Çынсене шанманнипе ӗçре тавлашуллă самантсем пулма пултараççӗ. Çул çинче асăрхануллă пулăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ӗçре пуçлăхпа, ӗçтешсемпе хутшăнусем кăшт кăткăсрах пулсан та пысăк çитӗнӳ тума пултаратăр. Пурте планпа çырнă пек пулса пымӗ. Отпуска кайса килме тăрăшăр. Эмоцисене çиеле ан кăларăр. Савние е мăшăра романтикăлла тӗлпулăва чӗнни хутшăнусене çӗнетме пулăшӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере кăткăс ыйтусене ушкăнпа татса пама тăрăшăр. Оппонентсемпе те пӗр чӗлхе тупма пултаратăр. Ӗçлӗ килӗшӳ тума, урăх çӗре ӗçе вырнаçма аван вăхăт. Пӗр шухăшлисемпе ӗçлесе ӗç укçине ӳстерме пултаратăр. Сывлăх пирки ан манăр, профилактика процедурисем туни усăллă пулӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ӗçри ыйтусене татса пама, карьерăшăн тăма, ыр ята упраса хăварма кӗрешме тивӗ. Шăпа сире татăклă утăм тума хистет, унсăрăн ӗçпе, финанс лару-тăрăвӗпе çыхăннă лайăх майсене çухатма пултаратăр. Çăлтăрсем пур ыйтăва та татса пама пулăшӗç. Ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетни те ăнать.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ăнăçлă эрне. Творчествăпа çыхăннă плансем конкурентсене таçта хыçала хăварма пулăшӗç. Эмоцисене пытарманни харпăр пурнăçшăн питӗ усăллă, анчах ӗçре кăшт чăрмантарма пултарать. Интереслӗ проектпа ӗçлени карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче кăшт сывлăш çавăрса яма тăрăшăр. Нимрен те ан хăрăр, хăратаканни пуçра кăна, пурнăçра çук.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев