Эрне пур зодиак паллишӗн те ырă
Финанс лару-тăрăвӗ аванланать, тахçан шутланисене те пурнăçлама çăмăл. Ӗçлӗ çыхăнусене аталантарма меллӗ. Партнерсен сӗнӗвӗ сирӗн тăнăçлăха ӳстерет.
ТАКА 21.III-20.IV
Çан-çурăмра вăй-хал вӗресе тăнине туятăр çак кунсенче. Пуçланă ӗçсене вӗçленӗ çӗре ямалла ку вăя, çӗнӗ проектсене пуçăнмалла. Çынсемпе хирӗçесрен асăрханăр, уйрăмах ӗçре. Харкам пурнăçра кӗтмен ырă пулăмсем кӗтӗр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Хăвăрпа халиччен пулса иртнисене тишкерсе малашлăха план тумалли вăхăт халь сирӗншӗн. Эрне варринче укçа илетӗр е карьера пусмипе çӳлелле улăхма май килет. Сывлăхăра тимлессине асра тытăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Паллашусемпе, тӗлпулусемпе пуян эрне. Вӗсенчен хăшӗсем ӳлӗм сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗç. Çăлтăрсем сире: «Сăмах çерçи мар, вӗçсе тухсан тытаймăн», — тенине манма хушмаççӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Ку эрнере çемйӗре, кил-çуртăра ытларах тимлемелле. Çак кунсене сирӗн çемьере сиксе тухнă ыйтăва çийӗнчех татса пама тивет е çывăх çыннăрсене пулăшмалла. Ӗçре вак-тӗвеке тимлени йăнăшасран пулăшӗ.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Хӗрӳ эрне пурăнса ирттерме тӳр килет сире. Хăвăра шанни, вăй-хал туйни çак кунсенче пысăк çитӗнӳсем тума пулăшать. Çӗнӗ идейăсемпе, сӗнӳсемпе ӗçлеме хатӗр пулăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Тухăçлă ӗçлеме, çав вăхăтрах пулса иртекен пулăмсене тишкерме меллӗ вăхăт. Пысăк тимлӗх кирлӗ проектсене вӗçлеме лайăх халь. Плансене сасартăках улăштарма тивет, анчах çакăншăн хăрамалла мар.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Эсир хăвăрта килӗшӳ, шайлашу туятăр. Çак кунсенче сирӗн хирӗçӳсене хутшăнмалла мар, тавлашусенче компромисс тупма тăрăшмалла. Ӗçре çӗнӗлӗхсем тупăнаççӗ, вӗсемпе кăсăкланни сирӗншӗн усăллă пулать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Улшăнусен вăхăчӗ ку эрне сирӗншӗн. Ума лартнă тӗллевӗрсене, плансене пăхса тухма вăхăт çитнине туятăр. Пурнăçра кӗтмен пулăмсем сиксе тухаççӗ, сирӗн çаврăнăçуллăрах пулмалла.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Хавхалануллă, хӗрӳ эрне сирӗншӗн. Çăлкуç пек тапса тăракан идейăсем, хастарлăх малалла утма пулăшать. Экспериментсем ирттерме, çӗнӗ проектсене кӳлӗнме ан шикленӗр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ку эрнере сирӗн чăтăмлăрах пулмалла. Ӗçре чăрмавсем сике-сике тухаççӗ, анчах алă усма кирлӗ мар. Халь сирӗн хуть мӗн пулсан та лăпкăн юлмалла. Харкам пурнăçри улшăнусем пурнăçа çӗнӗлӗх кӗртеççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Интереслӗ идейăсемпе, çӗнӗ шанăçпа пуян эрне сирӗншӗн. Çак кунсене творчество пултарулăхне аталантарма усă курăр. Эрне варринчи кӗтмен тӗлпулусем пирки систереççӗ çăлтăрсем.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ăс-хакăл ӳсӗмӗ çине пусăм тумалла çак эрнере. Тен, сирӗн пӗччен юлса туйăмăрсемпе шухăшăрсене тишкерес килӗ. Медитаци, самоанализ валли меллӗ вăхăт халь.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев