Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Таврари çынсене тимлесе кама пулăшу кирлине асăрхăр. Эрне пуçламăшӗ ăнăçлă. Мăшăрăн хăш-пӗр хăтланăвӗсем тарăхтарӗç те, анчах ан вăрçăнăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçпе çула тухма меллӗ. Ку тапхăрта çӗнӗ роман пуçланас шанăç пур. Ӗçре кил-хуçалăх çинчен ан шутлăр, килте — ӗçри ыйтусене ан аса илӗр.

ТАКА 21.III-20.IV 
Тахçанхи ӗçсене вӗçлеме меллӗ вăхăт çитнӗ. Çывăх çынсенчен пӗри пурнăçăрта лару-тăру лăпкă мар тесе тиркешӗ. Ан кӳренӗр ăна, пуçăра ан усăр. Хăвăра вăр-вартарах тыткаласан, хастартарах пулсан ӗçсене ăнăçлăн вӗçлетӗр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Ку тапхăрта эсир хăвăр çинчен çеç шутлатăр, çын интересӗсем, сăмахӗсем кăшт та кăсăклантармаççӗ. Таврари çынсемпе тимлӗрех, çепӗçрех пулмалла. Ăнсăртран ăслă çын та йăнăшать теççӗ, йывăрлăха лексен вӗсен куçӗнченех пăхма тивӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Эрнипех сывлăхăра сиплесси, профилактика процедурисем ирттересси пирки çӳремелле. Халь чир паллисем çине алăпа сулсан вăл вăйланса тахçанччен аптратӗ сире. Çемйӗрте пӗр-пӗрне ăнланманнипе час-час хирӗçӳсем сиксе тухӗç. 

РАК 22.VI-22.VII 
Халиччен шутлани, ӗмӗтленни, планлани — пурте пурнăçланаççӗ. Эсир халь хăвăра пит пысăк пӗлтерӗшлӗ çын пек туятăр, хăвăрăн тăнăçлăхшăн тăрăшма вăй-хăват хушăнсах пырать. Таврари çынсенчен пулăшу кӗтни кăлăхах.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Эсир тăрăшса ӗçлерӗр, çавăнпа ку эрнере çитӗнӳсемпе савăнма та çылăх мар. Çывăх çыннăрсем пулăшу сӗнсен йышăнăр. Таврари çынсем ӗçӗрсене тимлени карьера пусмипе çӗкленме пулăшать.

ХӖР 23.VIII-22.IX 
Эсир тахçантанпа çитме ӗмӗтленнӗ çӗре ку эрнере çулӗ хăйех илсе çитерет. Ӗç коллективӗнче тавлашусем пулаççӗ, пӗр-пӗринпе ăмăртасси те йăлара. Апла пулин те шухăш-кăмăлăра чăмăра пухса хăвăртан мӗн кирлине яланхи пек тӗрӗс, ăнăçлă пурнăçлатăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Романтикăпа, чӗререн тухакан çепӗç туйăмсемпе иртсе каять ку тапхăр. Тен, сире мăшăр пулма ыйтӗç, тен, юратни çинчен пӗлтерӗç. Ӗçре пуçлăх интереслӗ проектпа ӗçлеме сӗнӗ. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Çак кунсенче кашни çынна ан шанăр, чунăра уçма ан васкăр. Аслă çулсенчисемшӗн ку эрне ăнăçлă иртет. Спортпа аппаланма та, похода кайма та лайăх. Пур çӗрте те ăнать. Тин паллашнă çын сире хавхалантарать-тӗк, унпа туслашăр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Хăвăрта хавхалану туятăр, тӗнче умӗнче чунăра уçма хатӗр. Пӗр вырăнта лартма çук, вăй-хăват сирӗнте тапса тăрать, шав ăçта-тăр васкатăр. Хăвăр асăрхануллăрах пулсан çак кунсенче самай пысăк укçа ӗçлесе илме шанăç пур. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Çӗнӗ проектсене хута яма хăтланни кăлăхах, ку эрнере хăвăршăн пурăнăр. Ăçта каяс килет, мӗн тăвасшăн, çиесшӗн-и, ӗçесшӗн-и — йăлт хăвăр шутланă пек тăвăр, «çын мӗн калӗ» текен шухăш ан хăраттăр. Спортпа аппаланма ырă вăхăт.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Тапхăр вӗçленичченех илӗртӳллӗ, интереслӗ сӗнӳсем пулаççӗ. Тӳрех йышăнма ан васкăр, капкăнра çеç тӳлевсӗр сыр пулнине асра тытăр. Çӗнӗ паллашусем малтанлăха çеç кăмăллăн курăнаççӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Кӗтмен çӗртен сирӗн çине юрату йăтăнса анать. Кайран туйăмсем сӗвӗрӗлӗç, шанчăксем улталанӗç, чӗрере ыратупа кӳренӳ йăва çавăрӗç. Анчах ку кайран пулать, халӗ вара чӗре савăнăçпа тулнă, хăвăра телейлӗн туятăр. Çак кунсенче юлташăрсене пулăшма тӳр килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп