Эрнелӗх гороскоп 17.09 – 23.09
ТУ КАЧАКИСЕН çул çинчи паллашу нумайлăха пыма пултарӗ. СКОРПИОНСЕНЕ улшăну кӗтет.
ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере хăвăра шанса ӗçре генилле шухăшăрсене пурнăçламалла. Çӗнӗ çынсемпе паллашатăр. Укçа енӗпе улталас текенсем тупăнӗç. Сывлăха упрас тесен профилактика процедурисене тумалла. Çул çӳреме, хваттере юсама аван вăхăт.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V Çак тапхăрти çитӗнӳсемпе ăнăçусем унчченхи мероприятисене те урăхларах йышăнма пулăшӗç. Укçа-тенкӗре çухатас килмесен финанс операцийӗсене ан хутшăнăр. Творчествăра пуçа ватма тивӗ, шухăшăрсене уççăн та татăклăн пӗлтерме тăрăшăр. Юратура хăшӗсен хутшăнăвӗсем çирӗпленӗç, теприсем уйрăлса кайӗç.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Пӗтӗмлетӳсем тума ан васкăр, çухату тӳсес темесен асăрхануллăрах пулăр. Усламшăн ăнăçлă эрне, тупăш тума пултаратăр. Юратнă çыннăрпа йăвашрах пулмалла. Маларах тытăнма хăранă ӗçсем ăнаççӗ. Кирлӗ те интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр.
РАК 22.VI – 22.VII Ку эрнере пурнăçăрта ырă улшăнусем пулӗç. Творчествăра маларах палăртнинчен пысăкрах çитӗнӳ тăватăр. Укçа-тенкӗпе хӗсӗкрех. Ӗçри тивӗçсене пуçлăха тимлӗн тăнласа пурнăçласан, должноçпа ӳсме пултаратăр. Юратура та активлăрах пулăр, уйрăмах роман тинтерех пуçланнă пулсан.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Ку эрнере амбицисенчен хăрамасăр ӗçлӗр. Укçа тăвас тесен кашни проекта хутшăнăр. Хăш чухне шăп тăма пӗлӗр. Сывлăхшăн эрне ăнăçлах мар, эндокрин системи, çурăм айванрах. Юратура йăлт аван. Канмаллисене ăçта та пулин кайсан аван.
ХӖР 24.VIII – 23. IX Ӗçре ку тапхăрта пӗчӗк чăрмавсем пулӗç, тем пек тăрăшсан та йăлтах пулса пымӗ, канма кайсан аванрах. Çемьеллисемшӗн мăшăрпа, ачасемпе вăхăта ирттерни нумайлăха асра юлӗ, чылай çӗннине, интереслине пӗлнипе пуç çаврăнӗ. Финанс операцийӗсем халӗ ăнмасан та, каярах ытларах илетӗр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X Ку эрнере укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса паратăр, хăш-пӗри пуйса та кайӗ. Юратса пăрахнă çын çинчен ăнсăртран мӗн-тӗр пӗлни туйăмсене кăштах сивӗтӗ. Конкурентсемпе хирӗçтăруллă самантсем пулӗç, хăвăра тирпейлӗ тытăр. Йӗркерен тухмасан, вӗсенчен иртсе кайма та пултаратăр. Ăçта та пулин кайнă чухне романтикăлла тӗлпулу пулӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI Ӗçре те, харпăр пурнăçра та улшăнусем пулӗç. Ӗмӗтленме те пултарайман пулăмсене лекетӗр. Творчествăлла плансене пурнăçлани карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Канмасăр ӗçлесен сывлăх япăхланма пултарӗ. Документсемпе тимлӗ пулăр. Çемье пурнăçӗнче тăвансен канашӗсене итлӗр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Савăнăçпа телей курас тесен ир тăрса тăрăшса ӗçлемелле. Пултарулăхăра курса тивӗçлипе хаклӗç. Укçа енӗпе ăнать, ку лайăх пурнăçланă ӗçшӗн процент, проектшăн аванс е лотерейăпа выляса илни пулма пултарать. Юратнă çынпа çемçерех пулма тăрăшăр, йӗкӗлтешни савнийӗре сивӗтӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Ку эрне пур енӗпе те лайăх, çывăх çын пӗрле канма кайма чӗнӗ. Укçа çитменни кăна кăштах кăмăла пăсать, тăкакăрсене лайăх шутлăр, перекетлӗрех пулма вӗренӗр. Юратура тирпейлӗрех пулăр. Çул çинчи паллашу нумайлăха пыма пултарӗ. Инçетрен хыпар илни ӗç вырăнне улăштарма хистӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ӗçри хӗвӗшӗве, харпăр ыйтусене татса пама тивнипе, укçашăн чупнипе эрне пӗр кун пек иртсе кайӗ. Ӗлӗкхи юлташсемпе тӗл пулнă чух интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр, юрату пулӗ вăл е туслăх – ăна хăвăр та калаймăр. Тупăшлă проект сӗннӗ чух наянлăх сирсе илме пултарать. Кампа-тăр чуна уçса калаçни асра юлӗ, сывлăхăра упрăр, уйрăмах куçа.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Ӗçре ăнăçупа тупăш пулӗ, юратура вара – телей. Савăннипе тăнăра кăна ан çухатăр. Хăвăрпа ӗçлени, лайăххине шанни харпăр пурнăçри çитӗнӗве çывăхлатӗ. Малалла утма чарнă иртни тинех хыçа юлӗ. Укçа çыпăçтăр тесен ăна çăмăлрах тыткалама вӗренӗр. Асра юлмалли самантсем нумай пулӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев