Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 02.10 – 08.10

Арăслансен ку эрнере вăй-хал тапса тăрать. Ӗçре Ухăçăсем умне çӗнӗ интереслӗ задачăсем лартма пултараççӗ,

ТАКА 21.III-20.IV 

Хастарлăхпа талпăну тапхăрӗ ку эрне сирӗншӗн. Профессире нихçанхинчен пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Уйрăмах кӗçнерникун сӗнекен проект пирки тӗплӗн шухăшлăр. Харпăр пурнăçра çывăх çынсемпе шухăшăрсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ, анчах та куншăн ан кулянăр – эрне вӗçне йăлтах йӗркеллӗ пулать. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Сирӗншӗн вара ку эрне канма, сывлăш çавăрса яма аван. Хăвăрăн сывлăхăра кирлӗ пек тимлӗх уйăрма, сăн-сăпата илем кӳме шăпах ăнăçлă тапхăр. Карьера вырăнта тăрать, анчах ку вăхăтлăха кăна. Шăматкун çемьере кăмăллă пулăм кӗтет сире. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Вăй-хал тапса тăнипе çӗнӗ идейăсемпе плансем çуралаççӗ. Çак ăнăçлă вăхăтпа усă курса юлăр – çӗнӗ проектсене хута ярăр, киввисене вӗçлӗр. Ӗçтешсемпе хутшăнусем тата та çирӗпленеççӗ. Канмалли кунсенче сире е савнипе, е юлташсемпе интереслӗ тӗлпулу кӗтет. 

РАК 22.VI-22.VII

Эсир çивӗч туйăмсен авăрӗнче. Пурнăçа тӗпрен улăштарас килӗ, мӗн-тӗр çӗнни патне туртăнатăр. Ӗçре йăлтах йӗркеллӗ. Харпăр пурнăçра хутшăнусене тарăнрах тăвас, тахçанхи пӗлӗшсемпе çӗнӗрен туслашас килет. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Ку эрнере вăй-хал тапса тăрать. Эсир творчество çынни-тӗк, усă курса юлăр тапхăрпа – кун пекки сайра пулать. Çӗнӗ ӗç пуçлама, пуçланисене вӗçне çитерме лайăх вăхăт халӗ. Çӗнӗ çынсемпе паллашни савăнăç кӳрет. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Эсир ку эрнере хăвăр ӗçпе килсӗр пуçне урăх нимӗн те курманнине ăнланса илетӗр. Пӗр тăхтамасăр татса памалли ыйтусем сиксе тухма пултараççӗ. Хăвăра лăпкă тытма тăрăшăр, мӗн хыççăн мӗн тумаллине тӗплӗн шухăшласа палăртсан йăлтах аван пулать. Харпăр хутшăнусенче килӗштерейменни пулӗ, анчах эрне вӗçне çывăх çыннăрпа пӗр шухăш патне килсе тухатăрах.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Тарасасемшӗн халь хăйсене хăйсем тӗплӗн сăнамалли вăхăт. Хăвăрăн плансемпе амбицисем пирки тарăннăн шухăшлама сире пӗр вăхăта пӗччен юлни пулăшӗ. Ӗçпе çыхăннă интереслӗ мероприятие чӗнсен каймасăр ан юлăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Ку эрнере хăвăра питӗ мăн кăмăллă тытатăр. Хăвăрăн чикӗсене анлăрах тума, çӗнӗ хăнăхусене алла илме питӗ те ăнăçлă тапхăр. Савнă çынпа хутшăнусем хӗрӳллӗ, унпа чуна уçса калаçмаллисем те капланса çитнӗ  сирӗн. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Тӗрлӗ пулăмсемпе пуян эрне. Хуть мӗнле лару-тăрура та хăвăра тытма пӗлни, çӗннине хăвăрт хăнăхма пултарни пит пулăшать кун пек чух сире. Ӗçре сирӗн ума çӗнӗ интереслӗ задачăсем лартма пултараççӗ, вӗсене татса пама вара креативлăх кирлӗ. Харпăр хутшăнусенче туйăмсене ан пытарăр, вӗсем пирки уççăн пӗлтерӗр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Хăвăра вăй хушăннине туятăр. Вăйпа тумалли ӗçе пуçăнма, çӗнӗ проект пуçлама лайăх вăхăт. Юрату фронтӗнче кăмăллă кӗтменлӗхсене йышăнма хатӗр пулăр – ку эрне асра юлмалли пулӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Сирӗншӗн нумай алăк уçă ку эрнере. Çӗнӗ интерессемпе йăпанусем хăнăхнă пурнăç йӗркине тӗпрен улăштарма пултараççӗ халь. Ӗçтешсем е юлташăрсем сире кăсăклă проекта е мероприятие хутшăнма йыхравлӗç. Çӗннине йышăнма хатӗр пулăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Ку эрнере чăтăмлăрах пулмалла, уйрăмах кăткăс лару-тăрура. Ытти çынсен хуйхи-суйхине чунпа ăнланма пӗлни çывăх çынсемпе хутшăнусене çирӗплетме пулăшать. Ӗçре пысăк мар чăрмавсем сиксе тухма пултараççӗ, анчах та тăрăшулăхăра пула пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп